Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх пĕр тĕвве пĕрлештерет

03 февраля 2017 г.

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем йышланса пыраççĕ. Çамрăксем кăна мар, аслă ăрури çынсем те спорта çывăх пулни савăнтарать. Çул тăрăх йĕлтĕр патакки тытса пыракансене хаçат вулакансем асăрханах пулĕ. Спортăн çак тĕсне скандинави утти теççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те патакпа утма пулать. Скандинави утти валли ятарласа патаксем те шутласа кăларнă.

Скандинави утти - техникăна тата методикăна пăхăнса ятарлă патаксемпе утни. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăй илме пуçланă. Унăн усси пысăк. Кĕлеткери мышцăсем 90 процент таран хускалаççĕ, ахаль утнинчен чылай ытларах калори çухатма май парать. Унсăр пуçне скандинави утти чăтăмлăха аталантарать, тĕревпе хускану тытăмне çирĕплетет. «Утни сывлăхшăн питĕ усăллă. Эпир 4-5 çул ĕнтĕ скандивани уттипе туслă. Синер ялĕнчен утма пуçлатпăр та Татмăш вăрманĕ таранах çитетпĕр», - каласа пачĕç хăйсен юртанă спорт тĕсĕ пирки Синер ялĕн хастарĕсем.

Хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса тата вăхăта палăртса 15 сехет те 30 минут тĕлне пухăнаççĕ. Синерти Надежда Иванова, Елизавета Николаева, Лидия Золотова, Ольга Терентьева, Тамара Борисова, Вера Иванова, Зоя Анисимова,   Элĕкри Дарья Афанасьева темиçе çухрăма парăнтариччен сывлав гимнастики пирки те манмаççĕ, мышцăсем хытса ларасран тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Скандинави уттине хутшăнакансем çулсерен йышланнине те пытармаççĕ хĕрарăмсем. Спортпа туслă пулнипе пĕрлех çут çанталăк илемĕпе киленнине те асăнаççĕ. «Патакпа утни кĕлетке тата çурăм, чĕре мышцисене çирĕплетет. Спортăн çак тĕсĕпе туслашнă хыççăн чылайăшĕн юнри холестерин шайĕ чакрĕ, вар-хырăм лайăх ĕçлеме пуçларĕ», - палăртрĕ Синер ялĕнче пурăнакан Лидия Золотова. Вăл уçă сывлăшра утнă хыççăн каçхине лайăх çывăрнине те асăнчĕ.

Синер ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсем скандинави уттисĕр пуçне ахаль те уçă сывлăшра çÿреме кăмăллаççĕ. Хыр вăрманĕнче вĕсем хăрăк йывăç тураттисенчен, чăрăш тата хыр лăссисенчен ÿпле те тунă. Кунта вĕсем çу кунĕсенче кăна мар, хĕлле те килеççĕ. Ÿплере сĕтелпе ларса канмалли вырăн та пур. Çуллахи вăхăтра пухнă сиплĕ курăксемпе хĕл кунĕсенче те хыр вăрманĕнче чей вĕретсе ĕçеççĕ. Пĕр-пĕр уява паллă тумалла - никам та хирĕçлесе тăмасть. Тулта хĕвел пăхать-и е çумăрпа юр çăвать - яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ Синерсем. Чăннипех те туслă тата пĕрне-пĕри ăнланма пĕлекен çынсем пурăнаççĕ Синер ялĕнче. Туслăх хĕлхемĕ вĕсене спортра та, кулленхи пурнăçра та пĕр тĕвве çыхăнтарать.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика