Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн юратăвĕ кашни ачинех çитет

18 ноября 2016 г.

Кам-ха вăл хĕрарăм; Пĕр шутласан, ытла та ансат ыйту çине пĕр сăмахпа хурав пама май та çук. Хĕрарăм вăл - кил вучахне упракан, ăрăва малалла тăсакан, кирек епле лару-тăрура та çунат хушса ура çине тăма пулăшакан çĕр çинчи чи хаклă çын. Куншăн вăл нимĕнле чыс-хисеп те, парне те кĕтмест. Çак сăмахсем Тури Карачура ялĕнче пурăнакан Нина Григорьевăпа курса калаçсан тепĕр хут тÿрре тухрĕç.

Паян ир кÿлĕм Шупашкарти онкологи диспансерĕнчен ĕçрен тухнă хĕрарăмăн кăштах ларса сывлăш çавăрса илмелле пек те. Çук çав, çири тумтирне улăштарнă та килти хушма хуçалăхри ĕçе кÿлĕннĕ. «Картишĕнче тăракан выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке хăв ывăнса çитнине ăнлантараймăн çав, вăхăчĕпе апатлантармалла», - шÿтлерех пĕлтерет пилĕк теçеткерен иртнĕскер. Нина Ивановна ял çыннишĕн килти хуçалăх хушма тупăш илмелли май пулнипе пĕрлех чун киленĕвĕ пулнине те пĕлтерет. Юлашки çулсенче Григорьевсем хăйсен хуçалăхĕнче 2 ĕне тытаççĕ, пăру хĕл каçараççĕ. Ытти чылай хуçалăхра паян сурăхсене усрамаççĕ пулсан, асăннă çемьере чĕмсĕр выльăха пĕтересси пирки сăмах та хускатман, çавăнпа та çулсеренех йышлă тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕç-пуçа вĕçлет те кăрккасем патне куçать. Вĕсен шучĕ те пĕчĕкех мар-ха, çулсеренех 30-шар кăркка тытаççĕ Григорьевсем. Нина Ивановна палăртнă тăрăх, ку кайăк-кĕшĕкпе ачаранах туслашнă вăл. Ыттисемпе танлаштарсан, ачаш пулин те, ăна ĕрчетмелли вăрттăнлăхсене вĕренсе çитнĕ. Тивĕçлипе тимлĕх уйăрнăранах ĕнтĕ лайăх аталанаççĕ, 21-22 килограмм таяççĕ. Кăрккасем апатланнă вăхăтра вите-сарайĕнче шăлса тухма та, кил хушшине тасатма та ĕлкĕрет 2 ача амăшĕ. Ку çемьере кашниех тасалăхпа тирпейлĕхе хакланăран йĕри-тавраллах илем хуçаланать.

Тулта ĕç-пуç пĕтерсен пÿрте кĕрет Нина Григорьева. Кунта вара хăвна ал ĕç ăстисен пĕр-пĕр куравне лекнĕнех туятăн. Кашни пÿлĕмрех эрешленÿкерчĕксем темĕн чухлех. Сăнасах пăхмасан вĕсене тĕрленине ăнкараймастăн та.

Залти стена çинче, акă, шыв сиккине сăнланă темĕн пысăкăш ÿкерчĕк çакăнса тăрать. Унта «ÿкерĕннĕ» илемлĕ кайăк-кĕшĕке, йывăç-тĕме пăхнă май хама чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕ-нех туятăп. Асăннă ÿкерчĕкпе юнашарах акăшсем «ишеççĕ». Хăйне евĕрлĕ куравра пăлансем шыв ĕçнине, йытă çурисем айкашнине, лашасем уçăлса çÿренине тата ытти темĕн тĕрлĕ эрешлĕ картинăна курма пулать.

-Ытларах хамăн тĕрĕ-эрешре çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке, чĕр чунсене сăнлама юрататăп. Вăл е ку тĕрре пуçличчен мăшăртан, ачасенчен ыйтатăп. Хăш чухне вĕсем хăйсен кăмăлне кайнă пĕр-пĕр ÿкерчĕке тĕрлеме сĕнеççĕ, - сăмахлать кил управçи. Владислав мăшăрĕ те, Павелпа Станислав ывăлĕсем те унăн ĕçне хакланине палăртать. Ытларах чухне вара чун киленĕçĕ пулса тăнă ал ĕçне каçсерен тытнине пĕлтерет, çурçĕрччен те алăран вĕçертмест ăна.

Тури Карачурари Григорьевсем пысăк чĕреллĕ пулнине те палăртмалла. Нина Ивановнăн аппăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлсан унăн Дима тата Стасик ывăлĕсене вĕсем хăйсен хÿттине илнĕ. Владислав Вячеславовичпа вĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕ вырăннех пулнă. Аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Паян та вĕсем, халĕ ĕнтĕ хăйсен çемйисемпе, тăтăшах Тури Карачурана килсе çÿреççĕ. Григорьевсемшĕн тă-ван тĕпренчĕкĕсем пекех хаклă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика