Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература круизĕ интереслĕ иртрĕ

15 ноября 2016 г.

Ехремкасси библиотеки районти ытти вулавăшсем пекех, писательсен пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă мероприятисем ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку чухне уйрăмах çула çитмен çамрăксене явăçтарассине тĕпе хуратпăр.

Иртнĕ вырсарникун библиотекăра кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе çыравçă тата ÿнерçĕ Е.Чарушин 115 çул тултарнине халалланă, унăн хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ литература круизĕ ирттертĕмĕр. Ачасем унăн пултарулăхĕпе видеопрезентаци пăхса анлăрах паллашрĕç. Çавăн пекех ял библиотекинче «Юбиляр писательсем» ятлă курав та хатĕрленĕ. Вĕренекенсем унта Чарушин кĕнекисемпе, С.Маршак, К.Чуковский, М.Пришвин, Г.Снегирев, Д.Мамин-Сибиряк тата ытти писательсен хайлавĕсене пăхса тухрĕç. Вĕсен кĕнекисене пурне те Е.Чарушин ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Ачасене унăн пурнăçĕ интереслентерчĕ. Пултаруллă писатель хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче çут çанталăка сăнланисĕр пуçне скрипкă каланă, сăвăсем çырнă, актер, скульптор, живопись ăсти пулнă, ялан темĕн те пуçтарнă. Çавăнпа ăна ăстаçă Евгеша теме пуçланă. Вăл хăй тĕллĕн планер туса вĕçме пултарнă. Шыв çинче ярăнма ятарлă йĕлтĕр маçтăрланă. Вăл чĕр чунсене те нумай ÿкернĕ. Унăн пурнăçĕ те çавăнпах-тăр çут çанталăкпа тата чĕр чунсен тĕнчипе çыхăннă.

Мероприятире ачасем Е.Чарушин чи малтан çырнă кĕнекисемпе, унти ÿкерчĕксемпе паллашма пултарчĕç. Пĕчĕккисене ачасене авторăн ÿкерчĕклĕ кĕнекисем тыткăнларĕç. Апла пулсан, ача-пăча писателĕн ырă пултарулăхĕ кашни çитĕнекен ăрăвах савăнтарма пултарать.

А.АНДРЕЕВА, вулавăш заведующийĕ

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика