Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăшсен ĕçĕ курăмлă

01 ноября 2016 г.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче пурне те тивĕçекен чи лайăх муниципалитет библиотекине палăртма Республикăри «21 ĕмĕрти библиотека» пиллĕкмĕш смотр-конкурсăн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Мероприяти «Халăх килĕшĕвĕ патне культура витĕр» регионсем хушшинчи форум шайĕнче иртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама культура министерствин профессилле искусствăн, вĕренÿпе халăх пултарулăхĕн начальникĕ Инна Ильина, «Раççей библиотекин ассоциацийĕн секцийĕн председателĕ, Раççей патшалăх библиотекин ертсе пыракан наука сотрудникĕ Ирина Чаднова тата Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова хутшăннă. Смотр-конкурса кашни çулах ирттерме палăртнă. 2016 çулхи конкурс теми - «Раççей обществине пĕрлештерекен никĕс - патриотизм». Пĕтĕмпе республикăри 14 районтан тата Улатăрпа Канаш хулисенчен килнĕ 46 ĕçе пăхса тĕпчесе тухнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, «Районти тĕп библиотека» номинацире Элĕкри тĕп библиотека лауреат пулса тăнă. Вăл конкурса «Юрататăп сана, манăн Чăваш Ен: Элĕк районĕ» проект тăратнă. Ăна районти тури чăвашсене пухăнмалли культура центрне - этнопарка йĕркеленине халалланă. Çавна май Элĕкри тĕп библиотека авалхи чăваш тĕррине, çăм арлассине, кăмакара çăкăр пĕçерессине вĕрентекен мастер-класс та ирттернĕ. «Ялти библиотека» номинацире те пирĕн районти Вутлан ял библиотеки çĕнтерчĕ. Вăл поэт-фронтовик, хамăр ентеш М.Г.Ястран 100 çул тултарнине халалласа «Яланах асра тытатпăр» проектпа палăрнă. Проект шайĕнче поэт çуралнă Вăрманкас ялĕнче Элĕкри «Централизациленĕ библиотека тытăмĕ» учрежденири библиотекарьсем хатĕрленĕ «Çыравçа, композитора, юрăçа чысласа» асаилÿ каçĕ иртнĕ. Смотр-конкурсра кашни номинацири çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене хаклă парнесемпе тата дипломсемпе чысланă.

Р.ГОРДЕЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика