Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей малашлăхĕ – çамрăксенче

10 июня 2016 г.

Июнĕн 12-мĕшĕ - Раççейри кашни çыншăн уйрăмах паллă уяв. Çак кун эпир Раççей кунне паллă тăватпăр. Вăл - чи çамрăк уявсенчен пĕри. Эпир Раççее юрататпăр, унăн историйĕпе тата культурипе мăнаçланатпăр, çав вăхăтрах мĕнпур лайăххине тата çĕннине хапăл туса йышăнатпăр. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем çĕршывшăн тăрăшнă, вăл никама пăхăнман патшалăх пултăр тесе хÿтĕленĕ. Раççей халĕ те йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнать.

Раççей чечекленесси чи малтанах унăн регионĕсем ăнăçлă ĕçленинчен килет. Çĕршыв, регион, район пирĕнтен кашнинчен тытăнать-çке. Раççей çыннисен паянхи ăрăвĕн хăйĕн мăн аслашшĕсен ятне çÿлте тытма тăрăшмалла. Çамрăк ăру хамăр тата Раççей, ытти халăхсен культурине, историне, йăли-йĕркине мĕн пĕчĕкрен пĕлсе, вĕренсе ÿстĕр. Çакă пысăк çĕршывра пурте туслă, килĕштерсе, ăнланса пурăнсан кăна вăл малалла сулмаклă утăмсем тăвĕ. Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче, пирĕн çитĕнÿ - халăх пĕрлĕхĕнче. Çакă вара пирĕнтен кашнийĕнчен килет.

Раççей патшалăхне çирĕплетессинче Конституци тата патшалăхăн символĕсем - ялав, герб тата гимн йышăнни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемсĕр кашни çынра патриотизм туйăмне аталантарма май çук. Халĕ районта кашни ял тăрăхĕн хăйĕн гербĕ тата ялавĕ пулмаллине пăхса тухса йышăннă ĕнтĕ. Раççей кунне халалласа хамăр библиотекăра вĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен ачасене каласа парăпăр, Ехремкасси ял тăрăхĕн гербĕпе тата ялавĕпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех «Юрататăп сана, Раççей!» викторина, «Тăван енĕм, савнă енĕм» кĕнеке куравĕ тата «Эпĕ хамăн тăрăха Тăван çĕршыв тетĕп» литература тишкерĕвĕ ачасене интереслĕ пуласса шанатăп.

Алина АНДРЕЕВА,

Ехремкасси ял библиотекин заведующийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика