31 мая 2016 г.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, районти ял хуçалăх предприятийĕсенче майăн 28-мĕшĕ тĕлне талăкра вăтамран сĕт суса илесси 13240 килогрампа танлашнă. Талăкри сăвăм 21,8 килограмм, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 1,6 килограмм пысăкрах.
Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче сĕт сăвассипе «Новый путь» хуçалăх чи малта. Пĕр ĕнерен кунта 24,6 килограмм сĕт илеççĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх вара иккĕмĕш вырăнта, пĕр ĕнерен 21,4 килограмм сăваççĕ. Çавăн пекех ку енĕпе чи лайăх хуçалăхсен шутне «Авангард» ял хуçалăх предприятине те кĕртмелле, кунта сăвăм 18 килогрампа танлашать.
Районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенчен пĕтĕмпе 70330 килограмм сĕт суса илеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета