Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куракăшсен ĕçĕ пархатарлă та сăваплă

06 мая 2016 г.

Тирпейлĕх ял чысне çĕклет, тасамарлăх ята ярать. Çак каларăшпа килĕш-месĕр май çук, мĕншĕн тесен Куракăш ялĕнче пурăнакансем тасалăхпа тирпейлĕхе малти вырăна хураççĕ.

Ялти урама, çăвана тирпей-илем кĕртме кашни çулах пысăк йышпа тухатпăр. Акă 3-4 çул каялла килĕренех 500-шер тенкĕ пухса çăва çинче тимĕр карта лартрăмăр. Пĕлтĕр те ял çыннисем 250-шар тенкĕ укçа пухрĕç. Асăннă укçапа сăрă туянса çăва пÿртне сăрласа илемлĕ сăн кĕртрĕмĕр. Çĕнтерÿ кунне анлă паллă турăмăр.

Хăтлăх пирки сăмах хускатсан чи малтанах хамăр пурăнакан кил таврашĕ çинчен шутлатпăр. Уншăн вара эпир яваплă. Урамри тасалăхпа тирпейлĕх те вырăнти халăхран çеç килет. Ют çĕрте пурăнакан кунта килсе çÿп-çап пăрахмасть-çке. Нумаях пулмасть ял çыннисем пĕрле пухăнса Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çăва çинче йывăçсене касса тирпейлерĕç. Нимелле ĕçлесе çăвана тирпей кĕртесси кашнин тивĕçĕ шутланать, мĕншĕн тесен унта пирĕн тăвансемпе юлташсем чун канлĕхне тупнă. Куракăшсен ĕçĕ пархатарлă пулнине палăртма кăмăллă. Сăваплă ĕçе 40-е яхăн çын пуçтарăнчĕ. Уйрăмах 80-ран иртнисене асăнса хăварас килет: Елизавета Силина, Лидия Егорова, Елизавета Афиногентова, Анастасия Парамонова. Шкул ачисем те аякра тăрса юлмарĕç. Николай Иванов, Оксана Иванова, Сергей Николаев аслисемпе танах тăрăшрĕç. Ăçта тирпейлĕ - унта илемлĕ. Эпир вара ял хăтлăхĕшĕн хамăр тăрăшатпăр.

Владислав АНТОНОВ, ял старости.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика