11 марта 2016 г.
«Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçипе профком производствăна аталантарнипе пĕрлех ялта пурăнакансен канăвне йĕркелес, физкультурăпа спорта аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрать: волейбол, футбол, шашка-шахмат вăййисене аталантарас ĕçре спонсорла пулăшу парать. Акă иртнĕ кунсенче кооператив йĕркелесе янăранпа 15 çул çитнине халалласа «Новый путь» кооперативĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шахматла хăвăрт выляссипе турнир иртрĕ. Турнира хутшăнакансем умĕнче кооператив ертÿçи Иван Игнатьев вăйăçсене саламласа турнир уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Турнира çичĕ команда хутшăнма кăмăл тунă: Ехремкассипе Элĕк, Йăлкăш ял тăрăхĕсен, Тури Выла, Тивĕш (Муркаш районĕ), Мăн Шетмĕ (Краноармейски районĕ) ялĕсен тата «Новый путь» кооперативăн командисем. Кашни командăри вăйăç пурĕ 6 тур витĕр тухрĕ, пĕр партире кашни вăйăçăн 20 минут шухăшламалăх тĕрĕслев вăхăчĕ пулчĕ.
Командăсем пĕтĕмĕшле миçе очко пухнине шута илнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: виççĕмĕш вырăнта - «Новый путь» кооператив, иккĕмĕшĕ - Тури Выла ялĕн команди, пĕрремĕш вырăнта Ехремкасси ял тăрăхĕн команди. Çĕнтерÿçĕ командăсене И. Игнатьев дипломсем парса чыс турĕ, куçса çÿрекен Кубок Элĕксенчен Ехремкассисене куçрĕ.
Командăпа ăмăртнă хыççăн шахматçăсем пĕр-пĕринпе выляса хăйсен пултарулăхĕпе ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç. Виççĕмĕш вырăна Андрей Дмитриев (Чăваш Сурăм), иккĕмĕш - Рэм Парамонов (Ехремкасси), пĕрремĕш вырăна Анатолий Степанов (Элĕк) çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Пĕччен вылянине шута илсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн Рэм Парамонов чи пысăк кăтартуллă вăйăç пулни палăрчĕ. Турнирта аслă ăрури вăйăçсемпе пĕрле чи çамрăкки Дима Михайлов та (Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс) тупăшрĕ, «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» номинацире палăрчĕ.
П.ЕФИМОВ,
«Комбинаци» шашка-шахмат клубĕн ертÿçи,
турнирăн тĕп судйи, Чăваш Сурăм ялĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета