25 декабря 2015 г.
Пирĕн районтан пултаруллă çыравçăсем чылай тухнă. Мухтанмалăх чăннипех те пур. Вĕсенчен пĕри - Качалав ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Терентьев - Тăвăл. Хăй Шупашкарта пурăнать пулин те тăван тăрăха час-часах килсе каять.
Владимир Львович хăй çуралса ÿснĕ тăрăха чунтан юратать. Çакă унăн сăввисенче те лайăх палăрать. «Тăван ялтан аякра пулсан та вăл яланах манăн чĕрере. Пĕчĕк чухне улăх тăрăх çара уран чупнă самантсем халĕ те асрах», - тет вăл. Калавĕсем те çăмăллăн вуланаççĕ, сăввисем хăвăрт асра юлаççĕ, пурнăç çинчен шухăшлаттараççĕ. Владимир Терентьев аслисем валли çеç мар, ачасем валли те сăвă-калав çырать. Вăл вулакан кăмăлне шута хурса, ăна мĕн кирлине чунпа туйса ĕçлет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Пурнăç тути-масине астивнĕ хисеплĕ ватăсем-и, ура çинче çирĕп тăракан кил хуçисемпе мăшăрсем-и, çутă малашлăх çинчен ĕмĕтленекен яш-кĕрĕм-и, чарусăр та хаваслă шăпăрлан - пурне валли сăмах тупать вăл, кашнинпех уйрăммăн калаçнăн туйăнать. Урăхла пултараймасть те. Литература чун эмелĕ пулсан, çыравçă - чун сиплевçи.
Владимир Терентьев «Я жизнь книгой открываю», «Мечтами жизнь полна моя», «Все за любовь...», «Не отрекаются любя» (вырăсла тата чăвашла), «Малыши» тата ытти кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Унăн сăввисем 2013 çултанпа «Стихи.ру» сайтра пичетленеççĕ, калавĕсем - «Проза.ру» сайтра. Владимир Терентьева 2010 çулта чăваш çыравçисен Союзĕн членне илнĕ, 2012 çултанпа - Раççей çыравçисен Союзĕн членĕ.
Унăн сăвви-калавĕнче - пĕтĕм пурнăç. Хăй мĕн курнине, мĕн туйнине шурă хут çине çырса кăтартать. Ентеш çыравçăн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета