Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсем маттур пулчĕç

05 июня 2015 г.

Çак кунсенче Комсомольски районĕнче республикăри пенсионерсен «Спортивное долголетие» спартакиада иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - аслă çулсенчи пенсионерсене физкультурăна тата спорта явăçтарасси, сывлăха çирĕплетесси.

Пĕтĕмпе çичĕ тĕслĕ спорт вăййи пулчĕ: чупассипе арçынсем - 1 çухрăм, хĕрарăмсем - 500 метр, сĕтел çи теннисĕ, пăшалтан пересси, шахматла вылясси, шывра ишесси, аэробика, эстафета.

Пирĕн районти пенсионерсем аякра тăрса юлмарĕç, маттур пулчĕç. Янкурасри Геннадий Николаев, Куракăшри Людмила Семенова, Элĕкри Тамара Аверкиева тата Карачурари Юрий Петров хăйсен дистанцийĕсене аван вĕçлерĕç. Шывра ишессипе те Элĕкри больницăра тимлекен Людмила Ивановăн лайăх кăтарту пулчĕ. Вăлах теннисра та парăнмарĕ, унсăр пуçне теннис вăййинче Йăлкăш ялĕнчи Алексей Степанов та маттур пулчĕ. Пăшалтан тĕл перессипе Тамара Аверкиевăпа Юрий Петров палăрчĕç. Шахмат вăййипе вара Ехремкассинчи Виталий Ефимовпа Элĕкри вăтам шкулти Валентина Дмитриевăна асăнса хăвармалла. Нумай очко пухса командăна самаях малалла туртрĕç. Аэробикăра Синерти Надежда Иванова, Элĕкри Дарья Афанасьева тата Тамара Аверкиева кăмăла каймалла хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Эстафетăра пур чăрмавсене çĕнтерсе пĕтĕм команда хутшăнчĕ. Çапла вара 26 командăран элĕксем 10-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. 2013 çулта Çĕнĕ Шупашкарта пирĕн пенсионерсем 16-мĕш вырăн йышăннăччĕ, 2014 çулта Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ спартакиадăра 13-мĕш вырăнта пултăмăр. Маттурсем пенсионерсем, малашне те çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

                                              Любовь КОНСТАНТИНОВА,

               районти пенсионерсен Союзĕн председателĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика