19 мая 2015 г.
Элĕкри «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕ çулленех эмел курăкĕсем пухать. Республикăри кооператорсем иртнĕ çул 220 тоннăна яхăн паха чĕртавар хатĕрленĕ. Çав шутран элĕксем 30 тонна ытла. Ку ĕçре пире ытларах пенсионерсемпе шкул ачисем пулăшаççĕ. Пĕлтĕр Тимĕрçкасси ялĕнчи Галина Яковлевăпа Фаина Михайлова, Изванкăри Клавдия Осиповăпа Фаина Васильева тата Светлана Егорова, Татмăшри Галина Сергеева, Елена Багрова, Елизавета Афанасьева, Вутланти Галина Андреева, Тамара Леонтьева, Уйкасри Алиса Федорова, Урпашри Галина Михайлова, Ефремкассинчи Борис Горшков пуринчен те ытларах эмел курăкĕ пухрĕç. Шкул ачисенчен Элĕк шкулĕнчи Максим Михайлов хăйĕн асламăшĕпе, Евгения Потапова амăшĕпе, Йăлкăш шкулĕн- чи Ольга Егорова амăшĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлерĕç. Кăçалхи çул та нумайăшĕ çак ĕçрен аякра юлмасса шанас килет. Халĕ вĕлтĕрен çулçи, шĕпĕн курăкĕ, хăлха çакки, хупах тымарĕ пухмалли вăхăт. Пирĕн тăрăхра 250 тĕрлĕ эмел курăкĕ ÿсет, «Коопзаготпром» вĕсенчен 40-шне пухать. Эмел курăкĕсене уяр çанталăкра, сывлăм типсен пухмалла. Çул хĕррисенче, машина-трактор çÿренĕ çĕрте, çÿп-çап пăрахнă вырăнсенче татмалла мар.
Типĕтнĕ курăк алăпа хуçăлмалла, нÿрĕ пулмалла мар. Чĕрĕлле те татса пама юрать. Ун пек пухнă курăка çийĕнчех «Коопзаготпрома» çитермелле. Иртнĕ çул сиплĕ курăка халăхран пухассипе Хурăнсур, Чăваш Сурăм, Çулавăç, Ураскилт магазинĕсем лайăх ĕçлерĕç. Эмел курăкĕсене чылай хатĕрлекенсене «Коопзаготпрома» çитерме автомашина та уйăрса паратпăр.
Курăксен хакĕсем çинчен те кăштах чарăнса тăрас килет. Сăмахран, вĕлтĕрен çулçине (листья крапивы) чĕрĕлле 1 килограмне 3 тенкĕ те 50 пуспа, типĕтнине 35 тенкĕпе йышăнатпăр. Шапа хупаххин çулçине (мать-и-мачеха) чĕрĕлле - 8, типĕтнине - 70* чĕре курăкне (пустырник) чĕрĕлле - 3 тенкĕ те 50 пуспа, типĕтнине - 30, супăнь курăкне (чистотел) чĕрĕлле - 5, типĕтнине - 40, армути (полынь) чĕрĕлле - 2, типĕтнине 15 тенкĕпе йышăнатпăр. Эмел курăкĕсен хакĕсем пирки тĕплĕнрех «Коопзаготпром» пĕрлешÿрен 22-6-65 номерпе ыйтса пĕлме пулать.
Зоя НИКИФОРОВА,
«Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕн склад заведующийĕ.