17 апреля 2015 г.
Качалав ялĕнчи Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннисене халалласа лартнă палăк килĕшÿллĕн курăнать. Кăçалхи чи пысăк уявра, Çĕнтерÿ кунĕнче, ун тавра йышлăн пухăнма палăртрăмăр. Çак сумлă праçнике хатĕрленесси иртнĕ çулах пуçланчĕ. Палăк тавра тимĕр карта тытса çаврăннă. Сирень хунавĕсем лартса хăварнă. Карта тытма «Правда» хуçалăх ертÿçи Владимир Уфуков пулăшрĕ. Ăна çавăншăн качалавсем тав тăваççĕ. Кăçал картара чечек клумбисем пулĕç. Çитес çулсенче ача-пăча лапамĕ тума палăртрăмăр.
Çĕнтерÿ кунне уявлассипе план туса хунă. «Асăну вахти» юхăмпа килĕшÿллĕн çапăçу хирĕнче выртса юлнă паттăрсен ячĕсене шырассипе ĕçлетпĕр. Пирĕн ялта çак ыйтăва татса пама йывăрлăх сиксе тухрĕ. Хăй вăхăтĕнче пушарта Ехремкасси ял Советĕнче пирĕн ялăн 1930-1947 çулсенчи хуçалăх кĕнекисем çунса кайнă. 70 киллĕ ялтан хăрушă вăрçа 87 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 40-шĕ тăван килĕсене таврăнайман. Вăрçă вăхăтĕнче мобилизаци йĕркипе çара 8 çынна, ĕç фронтне 12 çынна илсе кайнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем. Кусем çар завочĕсенче ĕçленĕ. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ вăй-халне шеллемесĕр тăван «Труд» колхозра ĕçленĕ. Вĕсем фронта валли тырă-пулă, апат-çимĕç, çи-пуç хатĕрленĕ, вăрман ĕçлесе вутă янтăланă, окоп чавнă.
Халĕ эпир вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçлесе правительство наградисене тивĕçнисене те шыраса тупассипе тимлетпĕр. Юрий Терентьев паллă шыравçах пулса тăчĕ. Вăл вăрçă вăхăтĕнчи пысăк çапăçусем иртнĕ вырăнти тĕпчевçĕсемпе çыхăну йĕркелерĕ. Мускав хулине сыхласа паттăрлăх кăтартнисене халалласа лартнă палăк патĕнчен, Ленинград, Курск, Сталинград хулишĕн çапăçнă вырăнсенчен, Çурçĕр Кавказри Туапсе хули патĕнчен, Волхов, Воронеж фрончĕсен хирĕсенчен, пирĕн салтаксем юн тăкнă çĕрсенчи тăпрасене контейнерпа ярса пачĕç. Çавăн пекех çав хаяр çапăçусем çинчен çырнă кĕнекесем, журналсем, сăн ÿкерчĕксем те пур. Çак хаклă япаласем палăк умĕнче пулĕç, хыççăн халăх музейĕнче упранĕç. Ял çыннисен пухăвĕнче хамăр ентеш-вăрçă паттăрĕсене «Вилĕмсĕр полк» йышне кĕртме калаçса татăлтăмăр. Çавна май салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене ачисен, мăнукĕсен, тăванĕсен майăн 9-мĕшĕнче ялти палăк умне илсе тухмалла тесе йышăнтăмăр.
Ачасем палăк патне пынине те час-часах асăрхатăп. Кунти хушаматсене вулама та кăмăллаççĕ вĕсем.
- Ку - пирĕн ват асатте, - мăнаçланать пĕри.
- Пирĕн ват кукаçин ятне те кĕртнĕ, - хăпартланать тепри.
Пирĕн, аслă ăрурисен, çитĕнекен ăрăва çав манăçми вăрçă çулĕсем, унăн паттăрĕсем çинчен ытларах каласа памалла. Хальхи ырă пурнăçшăн тăрăшнисене нихăшне те манса хăварас марччĕ.
Никодим СЕМЕНОВ,
агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ
ветерансен канашĕн членĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета