27 марта 2015 г.
Мĕн авалтан çемьере ывăл çураласса чăтăмсăр кĕтнĕ, ăна ылтăнпа танлаштарнă, çĕр лаптăкĕ уйăрса панăшăн та чунтанах савăннă. Ваттисем вара «çĕнĕ кайăка» салтака кайма юрăхлă пултăр тесе пехилленĕ.
Юлашки вăхăтра яш-кĕрĕм çар службинчен пăрăнса юласшăн пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Кунта чи матанах ашшĕпе амăшĕн йăнăшĕ те пĕр иккĕленмесĕ- рех сисĕнет. Тĕпренчĕкĕсене салтак пăтти тутанассинчен вăйне-халне шеллемесĕр темĕн те пĕр шутласа тупаççĕ. Мăн асаттесем авал 25 çул таран хĕсметре тăнă пулсан, паянхи каччăсене салтака çулталăка кайни те савăнтармасть пулмалла. Çакна Ехремкасси тăрăхне кайсан тепĕр хутчен ĕнентĕм.
Çар учечĕпе ĕçлекен специалистпа Елена Петровăпа калаçу пуçарсан çакă паллă пулчĕ. Качалав ялĕнче пурăнакан тăватă çамрăк салтака каяссинчен тарса çÿреççĕ. Çывăх çыннисем хăйсен ачисем ăçта пурăннине те каламаççĕ, вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ тейĕн. Пĕрисем авă шырава пама та сĕнеççĕ.
Ехремкасси ял тăрăхĕнче пĕлтĕр салтакран пилĕк çамрăк килнĕ. Кăçалхи çурхи призывпа вун сакăр ача анализсем панă, апрелĕн 10-мĕшĕнче медкомиссире çак яшсенчен салтака кайма сывлăх енчен юрăхлисене суйласа илĕç. Çакна палăртмалла, ку тăрăхра салтак атти тăхăнакансенчен ытларахăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ е училищĕре вĕреннĕ. Паянхи кун тĕлне Ехремкасси ял тăрăхĕнче 43 призывник шутланса тăрать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета