Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенче илеме -ачасенче

06 февраля 2013 г.

Çĕнĕ çул умĕн Куракăш ялĕнчи Зоя Степановнăпа Генрих Григорьевич Михайловсен килĕнче çемье уявĕ пулчĕ. Ачисем, çывăх çыннисем, тăванĕсем мăшăрсене çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăннă, кил хуçине çавра юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Амăшне пăх та хĕрне ил, ашшĕне пăх та ывăлне кай текен каларăш çÿрет халăхра. Унăн чăнлăхĕ вара Михайловсене тÿреммĕнех пырса тивет. Мĕншĕн тесен Зоя Степановнăпа Генрих Григорьевич иккĕшĕ те ятлă-сумлă çемьере çуралса ÿснĕ.

– Пирĕн атте, Степан Емельянович Сорокин, революцичченех Элĕкри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Ун патне ял çыннисем сĕнÿ-канаш ыйтма çÿренĕ, – пĕлтерчĕ Юманлăх хĕрĕ пулнă Зоя Михайлова.

Унăн ашшĕ чылай çул райĕçтăвком секретарĕнче ĕçленĕ. Ассакасси вулăсĕнче те вăй хунă. Генрих Григорьевич та çывăх çыннине хумханса çапла аса илчĕ:

– Вăл та Ассакасси вулăсĕнче йĕр хăварнă, председатель шутланнă. Каярах çар комиссариатĕнче тăрăшнă, хуçалăх енĕпе ĕçлекен ертÿçĕ пулнă. Вăрçа лашасем сахал мар ăсатнă. Хăй те фронта кайнă, анчах та 1944 çулта килне аманса таврăннă. Халăх судĕнче те ĕçленĕ аттемĕр.

Куракăшпа Юманлăх ялĕн арçынĕсем, пулас хăтасем, пĕрле ĕçлесе çывăхланнă. Çемье çавăрсан мăшăрĕсемпе пĕрле йышлă ача-пăча пăхса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те ултă ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Лайăх çемьере – ырă ывăл-хĕр. Куракăш каччи Генрих, çĕр ĕçченĕ пулма ĕмĕтленсе, тракториста вĕреннĕ.

– Пире, районти çичĕ çамрăка, путевкăпа инçетри Казахстана ячĕç. Кунта «хурçă утпа» вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан уйра суха тунине нихăçан та манас çук, – терĕ Генрих Михайлов.

Çерем çĕрсене уçнă çĕре хастар хутшăнса ĕçлени вара усăсăр пулман. Чăваш Ене тăрăшуллă çамрăксем ячĕпе тонни-тоннипе тырă килнĕ. Генрих ашшĕ те Вăрнара вакунпа илсе çитернĕ ылтăн пек тулăна вун икĕ лав турттарса килнĕ. Ку вара çимелли енчен чухăн пурăннă вăхăтра çемьешĕн пысăк пулăшу, савăнăç та.

Маттур яш çар тивĕçне Сахалин утравĕ çинче пурнăçланă. Салтакра водитель правине илнĕ. Çамрăк çартан таврăнсан та Казахстана ĕçлеме кайма шутланă. Анчах та «Правда» хуçалăх председателĕ Сергей Шлябин ыйтнипе Генрих ялах юлать. Тÿрех автомашина рульне шанаççĕ ăна. Техникăна чунтан парăннăскер шоферта хĕрĕх ултă çул ĕçлет. Вăл кулленех рейса тухнă, çул-йĕр правилисене пăсни вара пулман.

Юманлăх хĕрĕ Зоя сывлăх ĕçченĕ пулма çуралнă пулинех. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă та ялти фельдшер-акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă.

– Тăватă ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшаттăмăр. Ун чухне пушă килсем пулман. Трахом чирĕ сарăлнăччĕ. Ăна хирĕç кĕрешсе, килĕрен-киле кĕрсе сиплеттĕмĕр. Çулталăкра 60-70 таран ача çуралатчĕ. Вĕсене пăхса тăма ĕлкĕрнинчен халĕ те тĕлĕнетĕп, – тет Зоя Степановна.

Хĕрÿ чĕреллĕ фельдшер районти тĕп больницăри терапи, туберкулез уйрăмĕсенче те ĕçленĕ.

Зойăпа Генрих Михайловсем 1960 çулхи июнь уйăхĕнче пĕр çемьене чăмăртаннă. Алла-аллăн тытăнса, пурнăç урапине пĕр тикĕс кустарнă вĕсем. Икĕ хĕрпе ывăла сывă пăхса ÿстернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ авă кашниех çемьеллĕ. Венерăпа Таня педагог профессине суйласа илнĕ, Сергей – çар çынни.

Мăшăрсем кил ăшшине тытаççĕ. Лăпкăн ларас йăла çук-ха вĕсен. Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлĕ пулаççĕ. Çур кунĕсем çитсен купăста, помидор, хăяр калчисем ÿстерсе киленеççĕ. Зоя Степановна чăн-чăн тĕрĕ ăсти пулни те куçкĕрет. Вăл эрешлесе маçтăрланă капăр япаласем пÿлĕмсене илем кÿреççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика