Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕччен пурăнсан та – пысăк йышпа

04 февраля 2013 г.

Вутланти Зоя Горшкова пÿрт-çурта тирпейлерĕ те, пуç ыратнине туйса, кăштах канса илес терĕ. «Темĕн Артем çитеймерĕ-ха паян», – шухăшларĕ хăй. Выртрĕ кăна, çенĕхре ура сасси илтĕнчĕ. «Вăт çылăхсăр чун», – хĕпĕртерĕ ватă çын.

Артем – мăнуксенчен чи кĕçĕнни. Садике çÿрет. Тăтăшах килет кукамăшĕ патне. Чĕвĕлти чĕлхипе калаçса ват çын чунне уçать, вăй-хал хушать.

– Ну, каласа пар-ха, мăнукăм, мĕнле пурăнтăн, садикре еплерех;..

«Епле хăвăрт иртсе кайрĕ вăхăт, анчах ачаччĕ хамăр та, – шухăш капланать кинемей пуçĕнче, ачана итленĕ май. – Выляттăмăр. Хальхи пек садикре мар ĕнтĕ. Хамăр тĕллĕн. Анчах ачаллах куршанак çыпăçнăран нумаях выляман çав эпир, выляма вăхăчĕ те, майĕ те пулман».

Ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсенче Вăрманкас ялĕнче иртнĕ Зоя Тимофеевнăн. Фашистсем пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнсан, ашшĕне фронта илсе кайнă та, юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтак. Амăшне виçĕ хĕрачана пĕчченех ура çине тăратма йывăр килнĕ. Кунĕн-çĕрĕн колхозра ĕçленĕ хĕрарăм, ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Çавăнпа йывăрлăхран хăраман Зоя, çичĕ класс вĕренсе пĕтерсенех фермăра дояркăра ĕçлеме пуçланă.

Çитĕннĕ хĕр – вĕçен кайăк. Вутланти Юрий Горшков, ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлса нуша кулачне ытлашшипех çинĕ каччă, асăрханă ĕçчен хĕре. Икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, маçтăрлăхĕпе палăрса тăнă упăшки те. ФЗО шкулне пĕтерсе Çĕпĕрти хуласенче ĕçлесе курнăскер темиçе специальнăç алла илнĕ. Стройкăра вăл тума пĕлмен ĕç юлман. Кунсăр пуçне тĕрлĕрен кăмака купалама ăста пулнă, тимĕрçĕре тăрăшнă, шуç тимĕр витнĕ, техникăпа интересленнĕ. Зоя Тимофеевна ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн сыснасем пăхнă. Нихçан та кайрисен шутĕнче пулман. Мунча, икĕ хутчен пÿрт пĕччен лартнă Юрий Сергеевич, ачисем ÿссен хуралтăсем çĕнĕрен çĕкленĕ. Кирпĕчпе йывăç туянма кăна укçа тăкакланă. Мăшăрсем иккĕшĕ те колхозра тăрăшса ĕçленĕ, парнесемпе хисеп хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

Упăшки çĕре кĕнĕренпе кинемей арча пекех майланă пÿртре пĕчченех пурăнать. Пĕчченех тени тĕрĕс мар-ха, паллах. Шăпана ÿпкелес кăмăл çук-ха унăн. Пĕччен пурăнмасть вăл. Акă халĕ те Артемăн çепĕç сасси пÿрт тултарать. Кĕçĕн хĕрĕн кĕçĕн ывăлĕ-ха Артем. Валя ялах качча тухнă та, килсех тăраççĕ амăшĕ патне. Ывăлĕ Анатолий те ялтах тĕпленнĕ. Пулăшать. Çителĕклĕ чухлĕ тырă-пулă парать, кирлĕ-тĕк, суха та сухалать. Çăлсем типнĕ çулхине те амăшĕ шыв çуккине туймарĕ, катари çăлсене, çăл куçсене витре йăтса тухмарĕ, ывăлĕ кÿрсе тăчĕ, шывран татăк тăратмарĕ.

Мăшăрсем виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса çитĕнтерчĕç çак килте, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Халĕ хисеплĕ кинемейĕн мăнукĕсем вуннăн, мăнукĕн ачисем иккĕн. Ачан ачи хăвăн ачунтан мала, тенĕ. Пурне те юратать асанне-кукамай, пурте хăйне те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн ывăлĕн Валерин ачине Сашăна çара илчĕç. Хулара пурăнаканскер асламăшĕ патне ятарласа килсе кайрĕ, ватă çын пилĕпе пулас салтак çула тухрĕ. Аякра пурăнакан ачисем те инçетрине пăхмасăр килсех тăраççĕ амăшĕ-хунямăшĕ патне. Курса калаçса чуна уçма, кичемлĕхе сирме çеç мар, ĕçпе пулăшма, карта-хура çĕнетме. Çĕр улми, пахча-çимĕç лартаççĕ, пăхса ÿстерме пулăшаççĕ, кăларса упрама хураççĕ, утă çулса типĕтеççĕ. Кĕрÿшĕ Алексей Ульяновск хулинчен кирек-хăш вăхăтра та май тупса килсе каять. Йăрă та ĕçченскер, çынпа вашаватскер. Килне пăхса кин кăна килмест тепĕр чухне, кĕрÿсем те ĕçченнисене çивĕччисем лекеççĕ. Хуняшшĕ пекех темĕн шаккать Алексей, темĕн ăсталать, хăнара тесе сĕтел хушшинче саркаланса ларнине кураймăн ăна.

Горшковсем ачисене тивĕçе ăнланса, савса çитĕнтерчĕç, халĕ ачисем амăшне çавăн пекех юратса пăхаççĕ. Ватлăхра пĕччен мар кинемей, апла пулсан унăн тĕнчере пурăнни ахаль мар.

... Лайăх Артема кукамăшĕ патĕнче. Анчах ача ватă çын мар, пÿртре кăна лараймĕ. Пĕчĕкскер калаçса йăлăхрĕ курăнать, пуçтарăнма пуçларĕ.

– Каятăн-и; – ыйтрĕ кукамăшĕ.

– Каймалла çав. Юр кĕлетке тумалла, – тавăрчĕ ача. – Сана анне каярахпа кукăль çиме пыма каларĕ, – чĕнсе хăварчĕ тухса каяс умĕн.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика