Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта хуралтă тăрри сиенленнĕ

26 ноября 2014 г.

Чÿк уйăхĕн вун тăххăрмĕшĕнче кăнтăр апачĕ тĕлне районти пушар хуралне Тури Карачура ялĕнчен шăнкăрав çитрĕ. Пĕр кил хуçалăхĕнче çулăм темĕн вăрăмĕш хуралтăна çавăрса илнĕ, ыттисем çине куçас хăрушлăх тухса тăнă. Ятарлă автотранспорт инкек вырăнне хăвăртах çитрĕ. «Хĕрлĕ автан» çулне пÿлчĕ. Мунча, лаç, кĕлет тăрри самаях сиенленнĕ, тăкакĕ 50 пин тенкĕ ытларах. Пушар сăлтавне палăртса тĕпчев ирттертĕмĕр. Ку хутĕнче те çын тимсĕрлĕхне пулах çулăм тухнă. Кил хуçисем темĕн вăрăмĕш çурт умне çÿп-çап пухса хунă. Асăрхамасăр такам унта шăрпăк ÿкернĕ. Кĕске вăхăтрах çÿп-çап тивсе илнĕ, унтан çулăм çывăхри карниз айĕнче çакăнса тăракан япаласем çине куçнă. Кăштахран пĕтĕм хуралтă тăррине çавăрса илнĕ. Район çыннисене çакна аса илтересшĕн, кĕсье телефонĕсемпе «112» номерпе шăнкăравласа инкек çинчен пĕлтермелле.

В. ПРОКОПЬЕВ,

районти пушар надзорĕн пайĕн начальникĕ.

 

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика