Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхне çĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарать

22 ноября 2014 г.

Юн кун республикăра черетлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А. Кузьмин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Элĕк районне килчĕ.

Анатолий Кузьмин район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕнче пухăннисемпе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе тата Писĕп ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Калаçу пуçламăшĕнчех пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Анатолий Иванович саккунпа килĕшÿллĕн ку çăмăллăхпа камсем усă курма пултарнине палăртрĕ. Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕсенче тата вĕсене пăхăнса тăракан ведомствăсенче, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хăйсен компетенцийĕнче консультаци мелĕпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас ĕçе лайăх йĕркеленине асăнчĕ.

- Элĕк районĕнче пурăнакансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине район администрацийĕн юридици секторĕн заведующийĕ Владимир Васильев çине çирĕплетнĕ. Вăл граждансене уйăхăн пĕрремĕш тата виççĕмĕш эрне кунĕсенче 9-12 сехетчен йышăнать. Сергей Илларионов адвокат патĕнче те юридици пулăшăвĕ илме май пур, - калаçăва хутшăннă май пĕлтерчĕ Александр Куликов. Пĕрлехи информаци кунне килнисем çулсеренех чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейре «Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун» иртнине асăнчĕç. Ку енĕпе районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине палăртрĕç.

Калаçу майĕпен ял хуçалăх ĕçĕ çине куçрĕ. Анатолий Кузьмин республикăри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май усă курман çĕрсене ĕçе кĕртесси мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна Чăваш Республикинче 8960,4 гектар çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

- Районти çĕр ĕçченĕсен çитес вăхăтри тĕп тĕллевĕ вăл - çĕр лаптăкĕсене эффективлă усă курас ыйтăва татса парасси. Кăçал унччен усă курман çĕрсен 889 гектарне ĕçе кĕртнĕ. 2015 çулта район администрацийĕ ку енĕпе ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлемеллине палăртнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен усă курман 1530 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку енĕпе ятарлă план хатĕрленĕ,- районти лару-тăрупа паллаштарчĕ А. Куликов.

Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем нумай функциллĕ центрсенче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем кÿрессипе ĕçе мĕнле йĕркелесе пыни çинчен те каласа пачĕç. Паянхи куна Элĕк районĕнчи асăннă центр 34 тĕрлĕ муниципалитет пулăшăвĕ кÿрет. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче унта пулăшу ыйтса 2219 çын килнĕ. Вĕсенчен 1711-шĕ пулăшу илнĕ, тепĕр 508 çын консультацинче пулнă.

Тĕл пулу уйрăмах Писĕп ялĕнче чĕрĕ иртрĕ. Унта пурăнакансене ялта хăçан асфальт çул пуласси, вырăнти культура вучахне çĕнĕрен чĕртсе яма укçа-тенкĕпе пулăшасси, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене харпăр хăй çине куçарасси, каçсерен урамсенче çутă çутассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарчĕç. Çынсем вырăнти бюджет мĕнле йĕркеленсе пурнăçланнине ăнланманран тĕрлĕ ыйту сиксе тухать те. Çавăнпа та Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов пухăннисене муниципалитет шайĕнче укçа-тенкĕ мĕнле тăкакланнине ăнлантарса пачĕ. Çитес çулхи бюджета йĕркеленĕ чухне ял тăрăхĕн депутачĕсен çак ĕçе активлă хутшăнмаллине, укçа-тенке мĕнле тăкакланине ял çыннисене ăнлантармаллине палăртса каларĕ.

Юлашкинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А. Кузьмин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Куликов Элĕк райповĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç. Вĕсем информаци кунĕнчи темăсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Тени ял тăрăхĕ. Тепĕр ушкăн Тени тăрăхĕнче пулчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов тата «Элĕкри информаципе культура центрĕ» учрежденин директорĕ Александр Петров Тени шкулĕнче педагогсемпе тата ялти активистсемпе тĕл пулу ирттерчĕç, Информаци кунĕн тĕп темисемпе калаçрĕç.

Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе Николай Якимов паллаштарчĕ. 2014 çулта республикăра тырă пĕлтĕрхинчен нумайрах пухса кĕртнине каларĕ: пурĕ 530 пин тонна (пĕлтĕрхинчен 34 процент чылайрах). «Иккĕмĕш çăкăра» пĕтĕмпе 600 пин тонна пухнă пулсан, пахча çимĕç пĕлтĕрхи пекех - 141 пин тонна.

«Элĕкри информаципе культура центрĕ» учрежденин директорĕ Александр Петров районти ял хуçалăх ĕçĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 9 уйăхра ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессин калăпăшĕ, хаксемпе шутласан, 927 миллион тенкĕ (2013 çулта - 792 миллион). Районта тыр-пула пĕтĕмĕшле 17, 7 пин тонна пухса кĕртнĕ, çĕр улмие пĕтĕмпе - 10, 6 тонна. Пахча çимĕçе кăçал 78 гектар çинчен 2, 41 пин тонна пуçтарнă. Районта паянхи кун тĕлне ахаль выртакан çĕрсене 889 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Пухăннисем «Элĕк - Тени» автобус маршручĕ хупăнни çинчен пăшăрханса калаçрĕç. Министр çумĕ çак ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ. Унтан информаци ушкăнĕ Узяновпа Исаев хресчен-фермерсен хуçалăхĕсенче пулса вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Ураскилт ял тăрăхĕ.Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин ертсе пыракан ушкăн Тури Вылă ялĕнче пулчĕ. Йышра - район администрацийĕн культура секторĕн ертÿçи Л.Семенова, район депутачĕ, райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов.

Вĕсем малтанах Чăваш АССР тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, Элĕк район больницинче тĕп врачра 27 çул ĕçленĕ И.В.Борисова çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май вăл пурăннă çурт çинче Асăну хăми уçнă çĕре хутшăнчĕç.

Хыççăн сумлă хăнасене ялти библиотека ертÿçи З.Степанова ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вулавăша ял çыннисем те йышлăн пухăнчĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин ял çыннисене кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ.

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пани кирлĕ, усăллă та. Пурнăçа лайăхрах пĕлме, чылай ыйтăва татса пама пулăшать, - палăртрĕ Николай Григорьевич.

Ку чухне ачасемпе амăшĕсемшĕн сахал мар тăрăшнине те асăнчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн прависем те анлă. Вĕсене, паллах, пăхăнса пурăнмалла. Çав хушăрах çирĕп ыйтни те пур. Сăмахран, 16 çултан уголовнăй майпа явап тыттарма пултараççĕ.

Нумай функциллĕ центрсем пурнăçра çăмăллăх кÿни çинчен те каласа кăтартрĕ.

- Чăваш Енре çак центрсен пункчĕсем пурĕ 280 шутланаççĕ. Çав шутран Элĕк Енре 7 пункт, - терĕ Николай Григорьевич.

Туривылăсем агропромышленноç комплексĕ пирки те итлерĕç. Вĕсен ку енĕпе ыйтусем те пулчĕç.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче.Пĕрлехи информаци кунĕнче Шупашкарти Кооператив институчĕн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ Елена Симзяевăпа районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Наталия Николаева Тавăтри, Мăн Вылăри, Ураскилтри, Шĕмшешри, Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче пулчĕç. 9-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе малашлăхра мĕнле професси суйласа илессипе калаçу ирттерчĕç. Шкул ачисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илчĕç, анкета тултарчĕç.

Ехремкасси ял тăрăхĕ.Кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов, район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Игорь Ефимов чи малтанах Карачура шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе тухса калаçрĕç. Пухăннисене ытларах ĕç вырăнĕ, çÿп-çап, çутă ыйтăвĕсем хумхантарчĕç. Владимир Петрович кашнин çине тулли хурав пама тăрăшрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăш-пĕр ыйтусемпе çыхăннă ĕçсене çитес вăхăтра пурнăçлама шантарчĕ. Игорь Ефимов районти ял хуçалăхĕпе хресчен-фермер ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ, малта пыраканнисене асăнчĕ. Унсăр пуçне çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине тата харпăрлăха куçармаллине каларĕ.

Унтан информаци ушкăнĕ «Авангард» хуçалăхри йĕтем çинчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Сергей Лаврентьев агроном вырма тапхăрĕ епле иртнипе тата умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

 

Пĕрлехи информаци кунĕнче панă

ыйтусемпе хуравсем:

 

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне ăçта илме пулать тата унпа камсем усă кураççĕ;

Владимир Мидуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене, инвалид тата тăлăх ачасене, ача усрава илес шутлисене тата илнисене, пĕрле виçĕ ача е ытларах ÿстерекенсене, тĕрмерен тухнисене, суд ĕçлеме пултарайман тесе палăртнисене, психика енчен хавшакраххисене, учетра тăракан çула çитмен çамрăксене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ. Паянхи кун республикăра 288 адвокат çынсене тÿлевсĕр пулăшу парать. Çакăн йышши пулăшу илес тесен адвоката çÿлерех асăннă категорине кĕнине çирĕплетекен справка кăтартмалла. Элĕк районĕнче халăха тĕрлĕ ыйтупа Сергей Илларионов адвокат йышăнать.

- Ураскилт тăрăхĕнчи хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсене шведсем илнĕ тени тĕрĕсех-и; (Геннадий Утрейкин).

Эдуард Козлов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Хăй вăхăтĕнче пай çĕрĕсене сутса янă тĕслĕхсем чылай пулчĕç. Ку енĕпе туривылăсем палăрмарĕç-ха. Тукташ тăрăхĕнче вара усăсăр çĕр лаптăкĕсем сахалах мар. Çавсене ĕçе кĕртессипе «вăй хураççĕ» те аякран килнисем.

- Тури Вылă ялĕнче фельдшер-акушер пункчĕ çукки пăшăрхантарать. Пулăшма май çук-и; (Мария Удякова).

Василиса Архипова, Элĕк район больницин тĕп врачĕн çумĕ:

- Тури Вылăра фельдшер-акушер пункчĕ тытма май çук, мĕншĕн тесен çынсен йышĕ сахалтарах. Ураскилтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ сирĕн ыйтăва тивĕçтерме кирлех.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика