07 ноября 2014 г.
Обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе наркотиксен, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлессипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ-ха районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсем. Профилактика ĕçне вăйлатса пыни те преступлени тăвассине чакарни çине витĕм кÿни сисĕнет. Чи пĕлтерĕшли вара право йĕркине сыхлакансемпе граждансем хушшинче çыхăну çирĕпленсе пыни. Çынсем полици сотрудникĕсене шанни. Иртнĕ тăхăр уйăхра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине Элĕкри полици уйрăмĕн начальникĕпе, полици майорĕпе А.Е.Константиновпа тишкертĕмĕр.- Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче районти полици уйрăмне преступленисем, административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен калакан 1401 сообщенипе заявлени килнĕ. Вĕсене кашнинех саккунпа килĕшÿллĕн пăхса тухнă. 79-шĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. 105-шĕпе преступлени паллисем çукран уголовнăй ĕç пуçарма хирĕçлесе постановлени кăларнă. 214-шне ытти ведомствăсене тĕрĕслеме ярса панă. Виçĕ талăкчен 302 тĕслĕхпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Кăçалхи тăхăр уйăхра регистрациленĕ преступленисен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 3 процент ÿснĕ.
- Андрей Егорович, преступленисен статистикине тишкерес пулсан ытларах мĕнле преступленисен шучĕ ÿсни сисĕнет;
- Кăçалхи тăхăр уйăхра уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул кун йышши пĕр факт пулнă пулсан, кăçал 4 тĕслĕх регистрацилерĕмĕр. Çавăн пекех вăтам йывăрăшлĕ преступленисен шучĕ те пĕчĕкех мар, 19-тан 26-а çити ÿсрĕ. Йывăр преступленисен шутне чакарассипе те çитес вăхăтра палăртнă ĕçсене пурнăçламалла. Çын сывлăхне ятарласа йывăр суран кÿнĕ тĕслĕхсем те кăçал виççĕ пулчĕç. Çынна вĕлернĕ, хурахла тапăннă пĕрер тĕслĕх шута илтĕмĕр. Ют пурлăха хапсăнасси, вăл шутра çын пурлăхне вăрласси анлă сарăлнă преступленисенчен пĕри. Çавăн пекех юлашки çулсенче хваттерсене кĕрсе çаратнă тĕслĕхсен шучĕ те ÿсни сисĕнет.
- Ял тăрăхĕсемпе тишкерес пулсан, лару-тăру ăçта çивĕчрех;
- Элĕк сали, район центрĕ пулнă май, халăх йышĕ те кунта ытларах. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче Элĕк ял тăрăхĕнче 23 преступлени шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8 преступлени ытларах пулнă. Çавăн пекех 9 уйăхра Мăн Вылă (3-рен 5-е çити), Ехремкасси (10-ран 13-е çити), Чăваш Сурăм (7-рен 9-а çити) ял тăрăхĕсенче право йĕркине пăсасси ÿснĕ. Ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсен шучĕ вара Шĕмшеш (4-а çити), Ехремкасси (2-рен 7-е çити), Чăваш Сурăм (3-е çити) тăрăхĕсенче ытларах пулнă. Çакна палăртса хăвармалла, ятарласа çын сывлăхне йывăр тата вăтам йывăрăшлĕ сиен кÿнине, вĕлерессипе хăратнипе, çапса хĕненипе, хваттерсенчен вăрланипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснипе çыхăннă тата экономика преступленийĕсене пĕтĕмĕшле уçса парассипе районти полици сотрудникĕсен кăтартăвĕсем пысăк шайра.
- Наркотиксен, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлессипе вара ĕçсем мĕнле пыраççĕ;
- Паянхи куна общество умне наркотиксен тата хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратни паллă-ха. Ку енĕпе районти полици сотрудникĕсем пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Профилактика мероприятийĕсем, тĕрлĕ операцисем йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне пÿлессипе пĕр преступлени тупса палăртнă. Уголовнăй ĕç пуçарнă. Çавăн пекех хĕç-пăшал, вĕсен пайĕсене, сирпĕнекен япаласене саккунсăр упранă виçĕ тĕслĕх тупса палăртма май килчĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта кун йышши пĕр факта шута илнĕччĕ. Асăннă тĕслĕхсемпе те айăплав пĕтĕмлетĕвĕсене кăларнă.
- Андрей Егорович, право йĕркине ытларах камсем пăсаççĕ; Çула çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ÿсет е чакать;
- Преступленисен статистикине пĕтĕмĕшле тишкерес пулсан çакна палăртмалла. Иртнĕ тăхăр уйăхра унччен те судпа айăпланнисем хутшăннипе районта 51 преступлени пулнă. Çакă пĕлтĕрхи кăтартупа пĕр шайрах. Çав вăхăтрах ÿсĕрле право йĕркине пăсасси 50-ран 54-а çити ÿсрĕ. Судпа айăпланнисемех тепĕр хут саккуна пăсни асăннă категорири граждансем ирĕке тухсан та хăйсене валли ĕç тупайманнипе çыхăннă. Предприятисен ертÿçисем вĕсене ĕçе илес мар тесе тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ. Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти полици уйрăмĕнче 212 çын сăнавра шутланать.
Çула çитменнисен инспекцийĕнче 13 çамрăк сăнавра тăрать. Вĕсенчен пиллĕкĕшне кăçал учета илнĕ. Тÿрленÿ çулĕ çине тăнăран çула çитмен ултă çамрăка сăнавран кăларнă.
- Паянхи куншăн тепĕр çивĕч ыйту вăл алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси. Ку енĕпе районти полици уйрăмĕнче ĕçе мĕнле йĕркеленĕ;
- Килте аншарли хатĕрлесе сутакансене тупса палăртассипе час-часах рейдсем ирттеретпĕр. Çавăн пекех аякран саккунсăр майпа алкоголь продукцине, спирт хутăшлĕ ытти шĕвексене илсе килсе сутакансене тытса чарассипе те ĕçлетпĕр. Кăçал кăрлач-авăн уйăхĕсенче килте хатĕрленĕ спирт хутăшлĕ шĕвеке сутнăшăн, сутас тĕллевпе упранăшăн 10 административлă протокол çырнă. Алкоголь продукцине сутмалли ятарлă правилăсене пăснăшăн пĕр тĕслĕхпе административлă ĕç пуçарнă. Паянхи куншăн чи çивĕч ыйту вăл - обществăлла вырăнсенче хĕрĕнкĕ çÿрени. Кăçалхи тăхăр уйăхра халăх йышлă пухăнакан вырăнта ÿсĕр пулнăшăн 562 çынна тытса чарнă. Профилактика ĕçĕсем ирттерни лару-тăрăва кăштах лайăхлатрĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах обществăлла вырăнсенче эрех ĕçесси 19-тан 22-е çитнĕ. Чи пăшăрхантараканни вара - аслисем яваплăх туймасăр 18 çул тултарман çамрăка эрех ĕçме явăçтарни. Кăçал кун йышши 7 тĕслĕхе регистрациленĕ.
- Андрей Егорович, кулленхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, Сире ытларах мĕн пăшăрхантарать;
- Чи пăшăрхантараканнисенчен пĕри вăл - çемьери харкашусем. Мăшăрсем, çывăх çынсем хушшинче тăтăшах тавлашуллă самантсем сиксе тухни. Каярахпа çаксем йывăр, уйрăмах йывăр преступленисен сăлтавĕсем пулса тăни. Кăçал тăхăр уйăхра Элĕк район территорийĕнче кил-çуртри хирĕçÿсене пула çынна вĕлернĕ пĕр тĕслĕх шута илтĕмĕр. Ятарласа йывăр суран кÿрсе сывлăха хавшатнă 3 тĕслĕх пулчĕ. Вĕлерессипе хăратнăшăн 5 тĕслĕхпе уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Çемьере пулса иртнĕ 25 преступленирен 23-шне ÿсĕрле туни паллă.Суд тенкелĕ çине ларнă 18 çын ниçта та ĕçлемен. Унччен те килте çил-тăвăл çĕкленисемех тепĕр хут право йĕркине пăснă 15 тĕслĕх пулчĕ. Çавăнпа та çитес вăхăтра ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕçне вăйлатмалла. Çак ĕçе вырăнти пĕтĕм общественноçа явăçтармалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнти депутатсен уйрăмах çирĕплĕхпе палăрмалла. Пĕрлехи вăйпа çеç право йĕркине пăсакансен шутне чакарма пулать.
Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета