01 октября 2014 г.
01 ноября 2014 г.
Районти ял хуçалăх ĕçченĕсен ырă йăла пур. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн вĕсем çулленех пĕрле пухăнса хăйсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, ÿсĕмĕсене палăртаççĕ, савăнаççĕ. Çавнашкал уяв - ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ шăпах юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче иртрĕ.
Уяв сĕтелĕ тулăх та пуян
Смотр-конкурссем, куравсем уява илем кÿреççĕ, унăн пĕлтерĕшне ÿстереççĕ. Хальхинче те культурăпа кану центрĕ умĕнче - «Кулибин-2014» экспонат. Крымсарайка ял тăрăхĕнчи Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче пурăнакан Валерий Терентьев уява хăй ăсталанă тракторпа пынă. Район ертÿçисем, сумлă хăнасем, ял ĕçченĕсем унăн техникине пысăк хак парса йышăнчĕç, пултарулăхне ырларĕç.
Районти культурăпа кану центрĕ уяв тумлĕ. Фойене пырса кĕнипе пĕрлех кĕр пуян та тулăх килни яр уççăнах палăрчĕ. Пĕр енче ял хуçалăх культурисен нумай тĕрлĕ тĕслĕхĕ. Вĕсемпе РФ Ял хуçалăх центрĕн агрономĕсем хаваспах паллаштарчĕç. Нумай тĕрлĕ чечек те хăй патне илĕртрĕ. Уява килнĕ хăнасене валли мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемен-ши тата; Çавăншăн райпон обществăлла апатлану предприятийĕ хытах тăрăшнă.
Курав залĕнчи экспонатсем уйрăмах пурне те тыткăнларĕç. Ял тăрăхĕсем пур тĕрлĕ çимĕçсенчен пуян сĕтел хатĕрленĕ.
Юнтапа ял тăрăхĕн ĕçченĕсем хăйсен пуян сĕтелне «Синьор-помидор» ят панă. Тенисем ĕçне купăстапа çыхăнтарса маçтăрланă.
- Пирĕн тăрăхра пурăнакансем тĕрлĕ сортлă купăста туса илме ăста. Вĕсенчен килĕрен тутлă çимĕçсем хатĕрлеççĕ. Илемшĕн ÿстерекеннисене те хаклаççĕ тенисем, - хăпартлансах калаçрĕ Людмила Васильева культура ĕçченĕ.
Йăлкăш ял тăрăхĕнче тăрăшакансем хĕрлĕ кăшман çинчен кирлине, усăллине чылай пĕлтерчĕç. Унран хатĕрленĕ çимĕçсене тутанса пăхма та сĕнчĕç. Чăвашсурăмсен сĕтелĕн тĕп «сăнарĕ» - мăн хăяр. Унран хатĕрленĕ çимĕçĕсем те асамлă тейĕн. Мăн хăярпа çыхăннă такмаксем, сăвăсем те пур. Чăвашсурăмсен юнашарах тутлă çимĕç хатĕрлемелли рецептсем те. Ураскилтри маçтăрсем хăйсен сĕтелне сухана халалланă.
- Сухан йÿçĕ, «макăртать», анчах питĕ сиплĕ. Унра витаминсем питĕ нумай, - терĕ кунти библиотека ертÿçи Альбина Козлова.
Тавăт, Кĕçĕн Тăван тăрăхĕнчи ĕçченсем тутлă пăрăçпа туслă-мĕн.
Шĕмшешсем хăйсен «авăнакан» сĕтелĕнче çĕр улми чăннипех те «иккĕмĕш çăкăр» пулнине кăтартрĕç. Ку тăрăхра унăн историне те аван пĕлеççĕ иккен. Ехремкассисен сĕтелĕнче - тĕрлĕ çырласем, тутлă шывсем, сиплĕ курăксем. Ал ĕç ăстисем те ĕçĕсене çырлапах çыхăнтарнă. Питĕшкасси, Крымасарайка ял тăрăхĕсенчен те тутлă çимĕçсемпе килнĕ.
Элĕк ял тăрăхĕн ĕçченĕсем вара уяв валли чăн-чăн парне хатĕрленĕ. Кăçалхи Лаша çулĕнче хăш-пĕр ÿсĕмсем тунине, çав вăхăтрах çитменлĕхсем те пуррине кăтартма пĕлнĕ вĕсем. Çут çанталăк экологи тĕлĕшĕнчен таса пулмалла тенине тĕслĕхпе çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Качака çулĕ çывхарнине те систернĕ элĕксем. Курав презентацийĕ питех те килĕшÿллĕ иртрĕ.
Саламсем, саламсем
Вун пĕр сехет çитсен курав залĕ хăнасене тарават йышăнчĕ. Сцена çинче - «Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет» ятпа театрализациленĕ представлени. Капăр тумлă ачасем курăнса кайрĕç. Ташша яра пачĕç вĕсем. Хăнасене пултарулăхĕпе савăнтарнипе пĕрлех кăçал Раççейре, Чăваш Енре пысăк спорт ăмăртăвĕсем иртнине хитрен пĕлтерчĕç. Сцена çинчи хаваслă ачасене часах чăваш тумлĕ çĕр ĕçченĕсем улăштарчĕç. Вĕсем çавра çăкăрпа, уяв юррипе. Хыççăн пурте, ура çине тăрса, «Алран кайми аки-сухи...» юрра шăрантарчĕç.
Уяв программине ертсе пыракансем халăх умне килĕшÿллĕн тухрĕç. Вĕсем уяв пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Сцена çине район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Владислав Дубинин тухрĕ. Вăл пурне те ăшшăн саламларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та пухăннисене тав сăмахĕ каласа ырă сунчĕ, доклад турĕ.
- Пирĕн хресченсем, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе, тухăçлă тырă-пулă, çĕр улми, пахча çимĕç туса илчĕç, выльăх апачĕ тулăх хатĕрлерĕç, - терĕ вăл. - Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, тăван çĕре юратнăшăн, тивĕçе чун-чĕререн парăнса пурнăçланăшăн тав тăватăп. Паян отрасль хăйĕн пысăк потенциалне реализацилессишĕн тăрăшать. Малта пыракан технологисем ĕçе кĕреççĕ, çавăн пекех производствăн çĕнĕ принципĕсем, продукцие лайăхрах тирпейлесси те. Предприятисене модернизацилесси те пулса пырать. Иртнĕ тăхăр уйăхра ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕн индексĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 106,9 процент, - палăртрĕ Александр Николаевич.
Уяв ячĕпе салам сăмахĕ калакансем нумаййăн пулчĕç. Чăваш Енĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин ял çыннисене пархатарлă ĕçшĕн ырларĕ.
- Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Николаевичпа пĕрле хăш-пĕр хуçалăхсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тÿр килчĕ. «Алмаз», «Новый путь» хухалăхсенче, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçе лайăх йĕркелени килĕшрĕ, - терĕ вăл.
Анатолий Иванович ял ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшса ĕçлекенсен пĕр ушкăнне Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Мидуковпа Н.Ванеркин та пухăннисене ăшă сăмахсем каласа саламларĕç. Район, республика шайĕнчи ытти сумлă çынсен тав сăмахĕсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç Элĕк хастарĕсем.
Республикăри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн представителĕ саламланине итлеме те кăмăллă пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ял хуçалăхĕнче малта пыракан ĕç коллективĕсене, уйрăм çынсене Хисеп хучĕсем, парнесем пачĕ. Юлашкинчен пухăннисем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концертне курса савăнчĕç.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета