02 августа 2014 г.
Вутланти фельдшерпа акушер пунктĕнче çамрăк специалист Марина Иванова ĕçлет. Медицина сестрине ку тăрăхра пурăнакансем сăпайлăхĕшĕн, çынпа калаçма пĕлнишĕн килĕштерме пуçларĕç. Вăл тăрăшнипе ял çыннисем райбольницăн флюорографи кабинетне кайса килчĕç. Марина Вениаминовнăпа Светлана Вениаминовна кашни киле кĕрсе тухаççĕ, çынсен сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, ырă сĕнÿсем параççĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ. Кăçал М.Иванова район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета