Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве пуçне юсарĕç

14 мая 2014 г.

Çуркунне çитсен тăван тавралăха тирпейлесси Тури Татмăшра йăлана кĕнĕ. Шыв-шур типсен ял çынни кил-хуçалăхĕ умĕнчи лаптăка хăтлăх кĕртет. Хыççăн ушкăнăн-ушкăнăн ялти пĕвесене юсатпăр, çырма-çатрасенче çÿп-çапа пуçтаратпăр.

Иртнĕ кунсенче акă Тури Татмăшра пурăнакан Альбина Ильина, Иван Титов, Евгений Федоров, Иван Владимиров тата Сергей Захаров «Ласточка» пĕве пуçне юсаса çирĕплетрĕç. Темĕн çÿллĕш ÿссе кайнă, вăйлă çил-тăвăлта хуçăлса ÿкнĕ йăмрасене касса тирпейлерĕç. Кун йышши субботниксене çу кунĕсенче те ирттерме палăртнă. Тăван тавралăх илемĕ хамăртан килнине ăнланаççĕ ял çыннисем.

И.СОРОКИН, Тури Татмăш ял старости

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика