Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăхра - тĕрлĕ вăйă

13 марта 2014 г.

Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне хутшăнса тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Акă хĕр ачасем 9-мĕш класра вĕренекенсемпе волейболла вылярĕç. Ирина Захарова, Кристина Мешкова тата Снежана Александрова уйрăмах ăсталăхпа палăрчĕç. Вăйă тăххăрмĕшсем саккăрмĕшсене 6:4 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Çавăн пекех шашкăлла вылякансен турнирĕ иртрĕ. Хăйсен ăс-хакăлне кашниех тĕрĕслеме пултарчĕ. Пĕрремĕш вырăна Кирилл Федоров, иккĕмĕшне Снежана Александрова, виççĕмĕшне Алексей Никонов çĕнсе илчĕç. Çитес кунсенчех шахмăт турнирне ирттерме палăртрĕç.

С.КАПИТОНОВА,

8-мĕш класс ертÿçи.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика