Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицинăра - 37 çул

08 февраля 2014 г.

90 çулхи юбилей ячĕпе Юманлăхри Анна Варфоломеевнăна районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Э.Николаев, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов тата ыттисем саламланă. А.Варфоломеева çак ялтах 1924 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта вĕреннĕ. Хыççăн Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пĕлÿ пухать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсене колхозра вăй хурать, арçынсемпе танах вăрманта йывăç касса хатĕрлет. Ехремкассинчи фельдшер-акушер пунктĕнче санитаркăра 37 çул тимлет.

1950-мĕш çулта Аслă вăрçăран таврăннă Авраам Семеновпа пĕрлешсе çемье чăмăртаççĕ. Мăшăрĕ Тени шкулĕнче ачасене вĕрентет, каярахпа директор та пулать. Мăшăрĕсем виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Шел, пĕр-пĕринпе 62 çул килĕштерсе пурăннă хыççăн упăшки икĕ çул каярах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика