29 января 2014 г.
Пĕчĕк Кăканарти Корниловсен кивĕ çĕнĕ çула ирттерсе ярсан йыш хушăннă. Кăрлачăн 15-мĕшĕнче ывăл çуралнă. Коля ят панă ăна. Çемьере вăл виççĕмĕш ача, аслисем хĕр ачасем: Надьăпа Анна.
Кил хуçи хĕрарăмĕ, Галина Васильевна, шăпăрлансене пăхассишĕн тăрăшать. Çемье пуçĕ Александр Иванович «Авангард» хуçалăхра механизаторта тимлет. Кунсăр пуçне çамрăксем килти хушма хуçалăха аталантарассипе те ĕçлесе пыраççĕ. Çулсеренех икшер пуç ĕне-выльăх, пăрусем тытаççĕ. Кăвакалсем йышлă усраççĕ. Çавăн пекех Александр Корнилов Пĕчĕк Кăканар ялĕн старости шутланать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета