Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка сăнланă

20 ноября 2013 г.

Шкул çулне çитменнисемпе кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче ирттернĕ «Çут çанталăкпа ачасем пĕр планета çинче» республикăри пултарулăх конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулнă. Унта пурĕ 20 районпа 5 хуларан 2170 вĕренекен хутшăннă.
Республика тапхăрне муниципалитетсем хушшинче çĕнтернĕ 690 ĕç тăратнă. Сăн ÿкерчĕксенче ачасем килти чĕр чунсене çеç мар, вăрманта пурăнаканнисене те сăнланă.

«Эпĕ планетăна йĕркене кĕртрĕм» фоторепортажра шкул ачисем çут çанталăка сыхласси çинчен каласа панă. Çавăн пекех пĕвесемпе юхан шывсене пăхса тăнине, йывăçсем лартнине тата шкул çумĕнчи лаптăкра ĕçленине ÿкерчĕксенче палăртнă. Асăннă номинацире Элĕк шкулĕнче 2 «б» класра пĕлÿ илекен Александр Петухов малти вырăна тухнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика