Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул - сумлă юбилей

21 октября 2013 г.

Ăшă пиллĕ те ырă кăмăллă çынсем ватăлмаççĕ, вĕсен кун-çулĕ вăрăм, теççĕ. Тури Кăканарти Анна Павловнăна пăхсан çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине туйса илетĕн. Тин кăна вăл хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина юбиляра паллă кун ячĕпе сума суса Рф Президенчĕн саламĕпе чысларĕ, телейлĕ ватлăх сунчĕ. «Шăпана эпĕ нихăçан та ÿпкелемен», – тет ветеран.

Пурнăç вара ăна чăннипех тĕрĕсленĕ. Вăрçă çулĕсенче Архангельск облаçĕнче
вăрман каснă. Тăван яла таврăнсан та ĕçрен уйрăлман. Мăшăрĕпе Нестер
Степановичпа çичĕ ача çуратнă, анчах та виççĕшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Çавах та Анна Малинина хуçăлман, ачисене ура çине тăратнă, тăван колхозра ырми-канми вăй хунă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика