21 августа 2013 г.
Ехремкасси тăрăхĕнчи хурт-хăмăр ăстисем кăçал пыл япăх мар туса илчĕç. Ку
ĕçпе аппаланакансем вара сахалах мар. Акă Качалавра кăна хурт-хăмăр ĕрчетессипе
вунă çын ĕçлет. Андрей Грачевпа Никодим Семенов пыл хурчĕсене нумай тытаççĕ.
Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр.
Юлашки вăхăтра Ехремкасси ял тăрăхĕнче пыл туса илекенсем йышланса пыраççĕ.
Ассакассинче Кузьминсен çемйи те хурт-хăмăрпа аппаланма юратать. Ехремкасси ял
тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов та ăста хурт-хăмăрçă. Вăл ыттисене кирлĕ сĕнÿ-канаш
пама та пултарать. Унран вĕренмелли вара пурах.
С.ТИМОФЕЕВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета