Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша вырăнне – мотоблок

25 июня 2013 г.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем халĕ хĕрсех утă хатĕрлеççĕ. Чăнах та
ĕнтĕ, утçи вăхăтĕнче çумăрĕ те кансĕрлесе тăрать. Апла пулин те ял çыннисем
ăна-кăна пăхмасăрах анкартинче те, уйра та ĕçлеççĕ. Чылайăшĕ мотоблок туяннă. Лаша кирлĕ мар паян, мотоблоксемпе утă çулаççĕ, турттараççĕ. Çапла вара выльăх апачĕ хĕл каçма çителĕклĕ пулĕ.

Çулталăк пуçланнă тĕле Ехремкасси ял тăрăхĕнчи харпăр хăй хуçалăхĕсенче
мăйракаллă шултра выльăхсем 950 пуç таран пулнă, вĕсенчен 498-шĕ – сăвакан
ĕнесем. Кашни выльăх валли хĕл каçма 4-5 тонна утă хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра
курăка пĕрремĕш хут çулаççĕ, ял çыннисем выльăх апатне тата тепĕр хут хатĕрлеме те шухăш-тĕллевлĕ.

А.ГОРШКОВ

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика