03 июля 2013 г.
Канăç çук халĕ ял çыннисен. Нумай енлĕ ĕçлесе пыма тивет. Кĕр акине хатĕрленме те вăхăт çитрĕ. Кĕрхи культурăсене кăçал 3000 гектартан кая мар акса хăвармалла. Çавна май çĕр хатĕрлессипе халех ĕçлени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе «Новый путь», «Правда», «Алмаз», «Колос» хуçалăхсенче вăй хураççĕ. Çĕрлехи вăхăтра та техника шавĕ чарăнмасть. Районĕпе илсен, суха ĕçĕсене 700 гектар ытла пурнăçланă.
Кĕр акинче, тĕпрен илсен, çĕнĕ тырă вăрлăхĕпе усă курма палăртнă. «Рабия» Агрофирма» обществăра куçса пыракан фондра «Московская-39» кĕрхи тулă 21 тонна пур. «Новый путь» хуçалăхра «Водолей» тритикале 52 тонна, «Московская-39» кĕрхи тулă 35 тонна, кусем юрăхлă.
Л.АНДРЕЕВА,
РФ Ял хуçалăх центрĕн
Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета