15 мая 2013 г.
Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Качалавра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене тата ун хыççăнхи çулсенче вилнисене асăнса савăнăçлă лару-тăрура мемориал хăми уçнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов ветерансене тав сăмахĕ каланă. Вăрçă ветеранĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламланă. Александр Николаевич пурне те телей, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç суннă.
Аслă вăрçă çулĕсенче Качалав ялĕнчен фронта 87 çын тухса кайнă, 40-шĕ çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă. Мрамор хăма çине пурин ятне те çырса тухнă. Паянхи кун Качалавра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă 2 çын пурăнать. Асăну хăмине уçма шăпах вĕсене ирĕк панă.
Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен тата районти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсен концерчĕ уява уйрăмах пысăк хавхалану кÿнĕ.
Асăну хăмине хатĕрлесе вырнаçтарма Качалав çыннисем укçа-тенкĕ пухнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета