Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансем – ачасен куçĕпе

31 октября 2012 г.

Республикăри «Экоразведка» экологи программипе килĕшÿллĕн районти ачасемпе çамрăксен центрĕ шкул çулне çитейменнисемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсен «Хĕрлĕ кĕнеке ачасен куçĕпе» пултарулăх конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта Элĕкри, Чăваш Сурăмĕнчи, Питĕшкассинчи, Юнтапари, Вутланти пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Районти конкурса хутшăнма ачасем Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансене сыхланине сăнлакан 35 ытла открытка тăратнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Чăваш Сурăм шкулĕнчи 2 класра вĕренекен Илья Орловпа Дмитрий Васильев тата Элĕк шкулĕнчи 2 «в» класри Артемий Власов йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта – Элĕк шкулĕнчи 4 «б» класри Стефания Харитонова, Чăваш Сурăм шкулĕнчи 3 класри Максим Данилов тата Йăлкăш шкулĕнчи 4 класри Ангелина Федотова

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика