Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ лайăхланать

14 ноября 2012 г.

Районти тĕп больницăн историйĕ 1927 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçланса кайнă. Çав кун район çыннисем валли пĕрремĕш медицина учрежденийĕн алăкĕсем уçăлнă. Икĕ йывăç çуртра амбулаторипе 10 койка-вырăнлăх стационар вырнаçнă.

Больницăн историйĕн тапхăрĕнче палăрса юлнă медицина ĕçченĕсен ячĕсене асăнмасăр иртеймĕн. Вĕсем: Павел Наумов, Лука Дианский, Ананий Карпов тата ыттисем те. Районти сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕнче РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕн Ионикия Борисован тÿпи те пысăк. Вăл 1956-1983 çулсенче район больницин ертÿçинче ĕçленĕ. Çак çулсенче инфекци çурчĕ, хирурги уйрăмĕ, стационар корпусĕ, поликлиника çĕкленнĕ.

85 çул хушшинче тĕп больница самаях çĕнелчĕ. Сиплевпе профилактика учрежденийĕ халĕ нумай тĕрлĕ профильпе ĕçлет. Вĕсен шутне районăн тĕп больници, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 8 офисĕ, 15 фельдшерпа акушер пункчĕсем кĕреççĕ. Халĕ район тĕп больницинче 65 койка-вырăнлă 5 стационар уйрăмĕ пур.

Поликлиникăра чирлисене 24 врач-специалист йышăнать. Тепĕр вуннăшĕ стационарлă пулăшу параççĕ. Юлашки вунă çулта ял халăхне те çăмăллăхсем туса панă. Çав тĕллевпе районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 8 уйрăмĕ уçăлнă. Унта сипленме килекенсем валли пĕтĕм условисене йĕркеленĕ.

2010 çулта Кĕçĕн Тăванти тата Мартынкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тĕпрен çĕнетнĕ. 2011 çулта Вутланпа Элеккенушкăньре те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Районти реанимаци уйрăмĕнче те капиталлă юсав ĕçĕсем тунă хыççăн çĕнĕрен уçнă.

2006 çултанпа «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районăн тĕп больници чылай пуянланчĕ. Акă пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче, васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕнче çĕнĕ оборудованисем илсе вырнаçтарнă, кирлĕ медицина аппаратурин комплекчĕпе пĕрле васкавлă пулăшу машинисем килнĕ.

2011-2012 çулсенче поликлиникăра, стационар уйрăмĕнче кирлĕ специалистсене пурне те ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ.

Коллективра пурĕ 306 çын, вĕсенчен – 43 врач тата 150 вăтам медицина ĕçченĕ. «Земски тухтăр» проекта тĕпе хурса 5 çамрăк врач ĕçлеме килĕшнĕ.

Больница ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ – медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата чир-чĕрсенчен сыватмалли профилактика меслечĕсене лайăхлатасси.

2007 çулти район тĕп больници «Чăваш Республикин чи лайăх сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ» республика конкурсĕнче «Чи лайăх район больници» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2008 çулта район тĕп больницине халăха медицинăпа санитари пулăшăвĕ кÿнĕ çĕрте çитĕнÿсем тунăшăн «Пĕтĕм Раççейăн хисеп кĕнеки», 2009 çулта – «Раççейăн 2009 çулхи ертсе пыракан сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ» наци реестрне кĕртнĕ. Çакă пĕтĕм коллективри пысăк квалификациллĕ врачсен, фельдшерсен, медицина сестрисен ĕç кăтартăвĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика