Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей директорĕн аллинчен ключ каймасть

29 сентября 2012 г.

«Техникăна реставрацилессипе ĕçленĕ çулсене аса илсен эпĕ тимĕр купинчен çĕнĕ машинăсем çуралнине тахçанах хăнăхмаллаччĕ ĕнтĕ, – каласа парать «2012 çулхи ылтăн кадр», Чăваш Енри трактор музейĕн директорĕ Альберт Сергеев. – Пĕлетĕр-и, мĕн чухлĕ «тимĕр лашана» строя тăратма май килчĕ пулсан та, малтанхи тракторсен двигателĕсене тапратса янăшăн халĕ те çут тĕнчене пĕчĕк ача килнĕшĕн хĕпĕртенĕ пекех хĕпĕртетĕп».«Тимĕрпе» ĕçлеме вара «Çулталăкри чи лайăх проект» ятарлă номинаци лауреачĕ мĕн ачаранах пуçăннă. Çакăнтан ăна хреснашшĕ те самаях пулăшнă. Унăн темиçе мотоциклпа автомобиль пулнă. Трактор музейĕн пулас директорĕ пĕчĕк ача чухнех коленвал мĕнне, поршень еплерех «чупнине» лайăх пĕлнĕ.

– Çавăнпа ун чухнех тракторист пулма ĕмĕтленеттĕм, – тет пирĕн ентеш, Татмăшра çуралса ÿснĕ Альберт Сергеев. – Шкулта вĕреннĕ вăхăтра çуллахи каникул кунĕсенче комбайнера пулăшаканра ĕçлеттĕм. Анчах тракторист-машинист правине илме май килмерĕ – преподаватель шкултан тухса кайрĕ. Çавăнпа та Хусанти культура институтне вĕренме кайрăм. Шăпана тепĕр хут трактор техникипе çыхăнтарма 2010 çулта май килчĕ. Ун чухне пирĕн Концерн президенчĕ Михаил Болотин мана трактор историйĕн ăслăлăхпа техника музейĕн ертÿçи пулма сĕнчĕ.

Малтанах фондсене пухма ансатах пулман. Ара, тĕнчере кунашкал музейсенчен чылайăшĕнче ĕçлемен экспонатсене кăна кăтартаççĕ вĕт-ха. Тĕрĕссипе, вĕсене çĕнетме кăткăсах та мар – машинăна тасатса ларт та сăрла. Шупашкарти трактор историйĕн ăслăлăхпа техника музейĕнче урăхла меслет суйласа илнĕ – кунта кашни машинăнах ĕçлемелле тăвасшăн. Паллах, çакна валли улăпла ĕçсем туса çитермелле. Мĕншĕн тесен ĕçлекен детальсене кăнтăрла та хунарпа шыраса тупма çук.

– Акă, илĕпĕр ХТЗ-7 трактора, – кăтартать пĕр раритетне Альберт Николаевич. – Ку трактор «çап-çараскер». Ăна чылайăшĕ хута ярасса ĕненместчĕ те. Нумай япала çитместчĕ, çав шутра сылтăмран çавăракан магнето та. Ăнчĕ вĕт-ха – Чăваш Енри пĕр хастар изобретателĕн çав «дефицит» пулнă-мĕн. Паян ХТЗ-7 музейра паллă вырăн йышăнать, тĕрлĕрен куравсене хутшăнать.

Паллах, «Трактор завочĕсем» концернпа «Раççейри машинăсем тăвакан союз» ертÿçисем трактор историйĕн музейĕн çакăн пек пуян экспозицине йĕркелеме пулмĕччĕ. «Промтрактор» завод ăстисен тÿпи те пысăк. Тĕп реставраци ĕçĕсене шăпах çакăнта пурнăçлаççĕ.

Реставраци ĕçĕсемпе тÿрремĕнех музей директорĕ хăй те ĕçлет. Чылай чухне ăна аллисене ключсем тытнине куратăн – кашни машинăна вăл пĕчĕк винтик таранах пĕлет, сехечĕ-сехечĕпе СТЗ 15-30 е Фордзон-Путиловец çинчен каласа пама пултарать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика