Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх ĕç бригадисене палăртнă

19 сентября 2012 г.

Районти вĕренÿ организацийĕсемпе учрежденийĕсем çулсеренех шкул ачисен ĕç ушкăнĕсене йĕркелеççĕ. Кăçал çакăн пек бригадăсенче 14-17 çулсенчи 264 çамрăк ĕçленĕ. Тĕпрен илсен пурте вĕсем тавралăха тасатса тирпей-илем кĕртес ĕçсене хутшăннă.

Çул çитменнисене социаллă пулăшу парас, ачасене ĕçе хăнăхтарас, вĕсене право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас тĕллевпе районти чи лайăх ĕç бригадисен конкурсĕ иртнĕ. Ăмăртăва хутшăннисем жюри членĕсен умне хăйсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан материалсем тăратнă.

Конкурсра Ехремкассинчи информаципе культура центрĕнчи «Çамрăклăх» ĕç бригади иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ехремкасси çамрăкĕсем республикăра шкул ачисен бригадисен авăн уйăхĕн вĕçĕнче иртекен фестивальне хутшăнаççĕ.

Районта иртнĕ конкурсра Юнтапа шкулĕнчи «Эндемики» ĕç бригади виççĕмĕш вырăна тухнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика