Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă çĕклерĕ кăмăла

06 июня 2012 г.

Шăмат кун Куракăш вăрманне халăх йышлă пухăнчĕ. Палăртнă вăхăтра сцена çине «Правда» хуçалăхра ĕçлесе хисепе тивĕçнисем, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăпарчĕç. Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене ĕçпе вăрçă ветеранĕсем Федор Филипповпа Лидия Петухова, Римма Мошковăпа Николай Козлов çĕклерĕç. Карачура культура çурчĕн ĕçченĕ Светлана Иванова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ, Юнтапари Лина Иванова ертсе пыракан «Улыбка» ташă ушкăнĕ, Тăвăш-Юнтапари Маринăпа Владислав Герасимовсем, Тенири Люда Васильевăпа Светлана Герасимова, Мăн Вылăри София Иванова, Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Грация» ташă ушкăнĕ халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Куракăш хĕрĕ Марина Николаева хăй шучĕпе «Аса ил» эстрада ушкăнне хăнана чĕннĕ. Вĕсемпе пĕрле Юманлăх хĕрĕ Анастасия Михайлова та юрăсем шăрантарчĕ.

Спорт вăййисем те иртрĕç. «Правда» хуçалăх ертÿçинче чылай çул ĕçленĕ Сергей Шлябин ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока юманлăхсем тивĕçрĕç. Иртнĕ çулхи кубок хуçисем – куракăшсем – 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Виççĕмĕшсем ехремкассисем пулчĕç. Футболла выляссипе «Авангард» хуçалăх командипе юманлăхсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – ехремкассисемпе качалавсем.

Кире пуканне йăтассипе Евгений Густенко (Ехремкасси) мала тухрĕ. Гера Павловпа Игорь Федоров та ăсталăхпа палăрчĕç. Владимир Гордеевпа Владимир Максимов тренерсем бокс вăййине ирттерчĕç. Артем Озеров (Янăш), Дмитрий Матвеев (Куракăш), Дмитрий Смелов, Кирилл Юртаев, Дмитрий Смелов (Элĕк), Владимир Иванов (Ехремкасси) мала тухрĕç.Ытти вăйăсем те пулчĕç. Мала тухнисене парнесем пачĕç.

Уява ирттерме Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Юманлăхри В.Сорокин, Куракăшри Р.Парамонов, Г.Львов, Пăрачкаври тата Вăрнарти сĕт- çу завочĕсем укçа тенкĕ енчен пулăшу пачĕç. Çавăн пекех С.Тимофеев, В.Мошков, А.Павлов, И.Филиппов, А.Горшков, Г.Никитин тата А.Никифоров пулăшрĕç.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Элĕк райповĕн сутуçисем халăха таварпа тивĕçтерчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика