14 апреля 2012 г.
Çак кунсенче Элĕк тăрăхĕнче Раççей Центросоюзĕн канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата федерацин ытти субъектĕнчи потребительсен союзĕсен ертÿçисем пулчĕç, Элĕк райповĕн ырă опычĕпе паллашрĕç.
Сумлă делегацие Элĕкри çăкăр завочĕ патĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Элĕк районĕнчи потребительсен обществи Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулнине, общество аталанăвĕпе производство предприятийĕсен хăватне ÿстерсе пынине, налуксене вăхăтра тÿлесе вырăнти бюджета пуянлатма пултарнине пĕлтерчĕ.
Хăнасем Элĕкри çăкăр заводне кĕчĕç, кунти ĕç-хĕлпе туллин паллашрĕç. А.Никифоров директор каланă тăрăх, завод хатĕрлекен çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем сентресем çинче вăрах хушă выртмаççĕ, вĕсене кăмăлласа туянаççĕ. Юлашки çулсенче заводра юсав ĕçĕсем чылай тунă, çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарса лартнă.
Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнчи потребительсен союзĕсен ертÿçисем «Салам» тата «Центральнăй» лавккасене кĕрсе курчĕç. Тавара ирĕклĕ суйламалли йĕркепе ĕçлени, апат-çимĕç хакне шайлашуллă виçере тытса тăни, суту-илĕвĕн çĕнĕ меслечĕсемпе анлă усă курни, таварсен ассортименчĕ пысăкки райпо паянхи пурнăçпа тан утма пултарнине курса ĕненчĕç.
«Суту-илÿ предприятийĕсен сăн-сăпатне улăштарса лайăхлатни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе юсав енĕпе нумай тăрăшатпăр, çулсерен виçĕ-тăватă лавккана çĕнететпĕр», – терĕ Элĕк райпо канашĕн пуçлăхĕ Юрий Харитонов.
Лавккасене кĕрсе курнă хыççăн районти пахча çимĕç комбинатне çул тытрĕç. Кунта апат-çимĕç хатĕрлес ĕçре малта пыракансен технологийĕсемпе усă курма тăрăшаççĕ, çавăнпа комбинат кăларакан продукци пахалăхĕ лайăх, тавар туянакансен кăмăлне те тивĕçтерет. Пылак шыв та пахалăхлă. Комбинатра пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе, цехсене çĕнĕ сăн кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Опытлă ĕçченсен тĕслĕхĕпе çамрăкраххисем те пултарулăха ÿстерсех пыраççĕ.
Хăнасем Ехремкассинче те пулса курчĕç. Сĕт йышăнакан пунктра, кафере, лавккара пулчĕç. Вĕсем Элĕк райповĕ ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшнине, ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшассипе нумай ĕçленине палăртрĕç, ăнăçу сунчĕç. Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета