Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виктория - кăçалхи чи лайăх вĕренекен

28 марта 2012 г.

Районта «2012 çулхи чи лайăх вĕренекен» конкурс иртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 8 шкулти 11 вĕренекен мала тухса иккĕмĕш тапхăрта тупăшнă. Вĕсем куракансем умĕнче хăйсен тавракурăмне кăтартнă, пĕр-пĕрин ыйтăвĕсене хуравланă. Çакăн пек ăс-хакăл вăййинче ачасем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне туллин уçса панă.

Вутлан шкулĕнчи 9 класри Виктория Трофимова «2012 çулхи чи лайăх вĕренекен» ята тивĕçнĕ. Элĕк шкулĕн 6 «б» класри Ирина Петухова «Пур ĕçре те пит ăста», Питĕшкасси шкулĕнчи Руслан Николаев (8-мĕш класс) «Хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах», Вутлан шкулĕнчи 9-мĕш класри Сергей Иванов «Чĕрĕ энциклопеди», Юнтапа шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Федорова «Хавхалану», Йăлкăш шкулĕнчи Евгений Свистков «Ялкăшса çиçекен çăлтăр» (5-мĕш класс), Ураскилт шкулĕнчи 8 класри Евгения Федорова «Асамлă калем» номинацисенче мала тухнă. Вĕсене хисеп хучĕпе тата парнесемпе чысланă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика