18 января 2012 г.
Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Вутлан ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçнă ятпа пухăннисене район пуçлăхĕсемпе ытти тивĕçлĕ çынсем салам сăмахĕсем каларĕç. Халĕ кунта сипленме килекенсем кашни кунах тухтăра тав сăмахĕ калаççĕ.Асăннă сиплев çурчĕ ялта малтан та пурччĕ-ха. Кирпĕчрен купаланă пулин те, иртнĕ ĕмĕртех лартнăскерĕнче ку чухнехи шайра ĕçлеме майсем сахалрахчĕ. Пĕр вăхăт вуçех те ĕçлеме пăрахни питĕ пăшăрхантарчĕ ку тăрăхра – Вутланпа Татмăшра тата Вăрманкасра – пурăнакансене. Хупса лартмасан пыратчĕ – çак шухăш хытах канăçсăрлантарчĕ кунта сипленме çÿрекенсене. Уйрăмах пенсионерсене ку ыйту пĕрмай хумхантаратчĕ: кашни уколшăнах райцентра çитейместĕн-çке. Юрать-ха, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем халăх нушине ăнланчĕç, çурта юсама укçа-тенкĕ тупма пултарчĕç. Строительсем тĕксе стена купаласа ăна пысăклатрĕç, евроюсав ĕçĕсене пурнăçласа, çĕнĕ сăн кĕртрĕç, умĕнче хитре тимĕр карта тытса çавăрчĕç. Газпа хутса ăшăтмалла тунă, вĕри шыв кранран юхать.
Тĕпрен юсанă çуртра чирлисене М.В.Иванова йышăнма пуçларĕ. Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă Республика кардеологи диспансерĕнче Шупашкарта ĕçленĕ.
Çĕнĕ медпунктра иккĕн ĕçлеççĕ. Тухтăра Светлана Вениаминовна Семенова пулăшса пырать.
– Иртĕр, шалалла кĕрĕр, – тарават кĕтсе илчĕ вăл пенси çулĕсенчи арçынна.
Чирлĕ çын тухтăр умне пырса ларчĕ.
– Сире мĕн канăçсăрлантарать; – ăшă кăмăлпа, лăпкă саспа ыйтрĕ Марина Вениаминовна.
Ирĕксĕрех шутласа илетĕн: çак сас хăех лаплантарать çынна, ăшĕнче ĕненÿ вăратать – кунта ăна май килнĕ таран пулăшаççех.– Хальлĕхе опыт пысăках мар-ха манăн, – кăмăллăн калаçать Марина Вениаминовна, – çапах ĕçе хăнăхса пыратăп ĕнтĕ. Юн кун диспансеризаци турăмăр. Ватă çынсен пĕр ушкăнне Элĕке флюорографи тăма илсе кайса килтĕмĕр. Район больницинчен эрнере пĕрре врач çÿрет пирĕн пата.
Медпункт уçăлнăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Кĕске хушăрах невропатологпа травматолог, хĕрарăм тата куç тухтăрĕсем чирлисен сывлăхне килсе тĕрĕсленĕ.
– Вĕсене ĕçлеме те условисем япăх мар çĕнĕ çуртра, – тет çамрăк тухтăр. – Ятарлă виçĕ кабинет пурри темиçе врач харăсах килес пулсан та тĕрлĕ пациента пĕр вăхăтрах йышăнма май парать. Эмелсене тĕп больницăран илсе килетпĕр.
Кирек-хăш тухтăр та эмелпе чире, ырă сăмахпа çыннăн чунне сыватать. Çамрăк специалистăн ăшпилĕхне кунта çÿрекенсем тÿрех туйса илчĕç. Вăл вĕсемпе çемçен калаçать, мĕн канăç паманнине тимлĕн ыйтса пĕлет. Тĕрлĕ сăлтавпа, тĕрлĕ чирпе тĕрлĕ çынсем килеççĕ ун патне. Халĕ кăна медпунктран виçĕ пенсионерка тав туса тухса кайрĕç.
– Укола çÿреççĕ-ха вĕсем, – пуплет тухтăр. – Çавăн пек çав ялти чăваш хĕрарăмĕсем, вăй пур чухне сывлăх çинчен мансах ĕçе васкаççĕ, кайран, ватăлсан, сыпăсем те сураççĕ, юн пусăмĕ те хăпарать е анса ларать, пуç та çаврăнать.
Медпункт пÿлĕмĕнче кăна ларас шутлă мар-ха Марина Вениаминовна. Ĕçĕ çапла хушать. Вутлан шкулĕнчи садик ачисем те ун çинче тăраççĕ, пĕчĕкскерсем патне те çитмелле, ялсене те тухса çÿремелле. Ĕçрен хăрамасть-ха вăл. Ăна амăшĕ Татьяна Михайловна Аверкиева, çирĕм çул ытла район больницин хирурги уйрăмĕнче ĕçлекенскер, çапла вĕрентнĕ.
– Тухтăра вĕренесси те аннерен пуçланнă манăн, – тет халь хĕрĕ, – вăл ĕçленĕ çĕре ача чухнех çÿренĕ эпĕ, шурă халатлă врачсемпе сестрасен ĕçне сăнанă, кайран килĕштерсе пăрахнă. Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета