Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе тĕпчевçине чысларĕç

17 декабря 2011 г.

Çак кунсенче Ехремкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă чăваш чĕлхин тĕпчевçи, куçаруçă, çыравçă Наум Андреевич Андреев (Урхи) çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Ехремкасси культурăпа кану  керменĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Н. Андреев пурнăçра тарăн йĕр хăварнă, унăн пĕлтерĕшĕ халĕ те пысăк.

Савăнăçлă мероприятие халăх йышлăн пухăнчĕ. Чăваш патшалăх университетĕнчен В.А. Ивановпа  В.И. Сергеев (Иштек тата Мартынкасси ялĕсенчен) профессорсем килнĕ. Вĕсем юбиляра лайăх пĕлеççĕ;пĕрле те ĕçленĕ, вĕсене вĕренме те пулăшнă. Хăнасем юбилярăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Асăну каçĕнче район администрацийĕн ĕçченĕ Л.С. Семенова та пулчĕ. Юбиляр çинчен тăванĕсем, ял-йыш аса илчĕ.

Çав каçах паллă çыннăмăр çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми çакрĕç. Юнтапари культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ зала пухăннисене концертпа савăнтарчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика