Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садик уçăлнă

30 ноября 2011 г.

Амăшĕн кунĕ умĕн Вутлан шкулĕнче 25 ача вырăнлĕх садик уçăлнă. Савăнăçлă мероприятире район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ В. Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Читнаев, райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э. Николаев, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов сăмах каланă. Ачасене вылямалли теттесем парнеленĕ. Леонид Анатольевич хăйĕн сăмахĕнче ачасене садиксенче вырăнсемпе тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртнă.

Юлашки вăхăтра Вутлан шкулĕнче пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă.

Халĕ садикре вĕренме те, ачасене воспитани пама та майсем çителĕклĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика