02 августа 2011 г.
Юлашки çулсенче агропромышленноçра улшăну чылай пулчĕ. Яла çĕнетме пулăшакан «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хăйĕн çимĕçне кÿрет. Вун-вун предприяти панкрута тухрĕ пулин те хресчен финанс кризисĕн йывăрлăхĕсене чăтса ирттерчĕ, вăй илме мехел çитерчĕ. Хăш-пĕр район производствинче хресчен-фермер хуçалăхĕн /ХФХ/ тÿпи самаях.
Канăç паман ыйтусенчен пĕри - вĕсен пуласлăхĕ. 1990 çулсенче йĕркеленнĕскерсем пĕри тепринчен уйрăлса тăраççĕ. Раççейре 265 пин ытла ХФХ шутланать. Республикăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕсене илсен ку енĕпе Элĕксем маттур. Унта - 162 ХФХ. 10-шĕ вăйлă аталаннă. Самана таппине туякансем малалла ăнтăлаççĕ, яланах шыравра, çĕннине тишкерсе тухăçлăха ÿстермелли мелсене алла илеççĕ. Кулленхи ĕçре наука вĕрентĕвне тĕпе хураççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе фермерсем юлашки 10 çулта продукци туса илессине - 4,3, çав шутра тыр-пул пухса кĕртессине 4 хут ÿстернĕ. Çĕр-шыв туса илекен ял хуçалăх продукцийĕнче ХФХ тÿпи 20 процентпа танлашать.
Редакци ĕçĕпе Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Çĕмĕрле, Элĕк тăрăхĕсенче час-часах пулатăп. Шел, Элĕк енри фермерсем кăна çаврăнăçуллă. Çулсерен фермер хуçалăхĕ йĕркеленет. Кăткăс ыйтусем паян та çук мар. Патшалăхăн тĕллевлĕ программисем пурнăçа кĕреççĕ пулин те чăрмав пайтах. Сăмахран, çĕр-шывра туса кăларнă ял хуçалăх техники тивĕçтермест. Çĕр улми вăрлăхĕн пахалăхĕ начар.
- Ытларах ют патшалăхсенне туянатпăр, - тенĕччĕ ура çинче çирĕп тăракан тата ăнăçлă аталанакан ХФХ ертÿçи Владимир Журавлев.
Вăл çĕр улми туса илессипе паха опыт пухнă. Республикăра кăна мар, Раççейре те кăтартуллă. Юлашки çулсенче хăш-пĕр район «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне пĕчĕклетрĕ. Кунта - пысăклатнă. Кăçал 250 га ытларах.
Иртнĕ çул хресчен килти хуçалăхра тухăçлă çĕр улми туса илеймерĕ, паха вăрлăх янтăлаймарĕ. Владимир Дмитриевич пахалăхлă çĕр улми вăрлăхĕпе Элĕксене кăна мар, кÿршĕ районсене те тивĕçтерчĕ.
Çĕр-аннемĕр тар кăларса ĕçлекене кăна кăмăллать. Çĕр улми пуссинче ĕçе йăлтах механизациленĕ. Такам килсе пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, аталану çул-йĕрне хăйсемех палăртаççĕ. Район ертÿçисем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Администраци пуçлăхĕ Леонид Читнаев çуркунне çапла каланăччĕ: «Çывăх вăхăтра пирĕн районта усă курман çĕр пулмĕ».
Фермерсем çĕр улми тата тыр-пул туса илнипе кăна çырлахмаççĕ, пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Етĕрне районĕнчи Леонид Белов фермер 4-5 çул каялла купăста туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕччĕ. Ÿркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламан. Элĕк енри фермерсем ку енĕпе те малта пырасса шанас килет.
Вĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те паха кăтартусемпе савăнтараççĕ. Ăратлă сурăхпа сысна, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ. Фермăсене инвесторсем тÿпе хываççĕ, тин çеç йĕркеленекен хуçалăхсене пулăшаççĕ. Районта панкрута тухнă хуçалăхсен ферма çурчĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Е вăхăтлăха усă курма, е сутăн илеççĕ. Кăçал Гордеевсем ХФХ йĕркеленĕ. Ăратлă сысна ĕрчетеççĕ. Пушă ларакан ферма çурчĕ юсав хыççăн каллех выльăх сассипе тулать. «Ял чĕрĕлнĕн туйăнать», - тенĕччĕ çакăн пирки калаçу пуçарсан 70 çулти ватă. Тури Вылăри Николай Ермаков хуçалăхĕнче те ĕне йышĕ чылай. Сĕт сутса тупăш тăваççĕ. Унăн хакĕ йÿнелни те ура хураймĕ. Ермаковсем йывăрлăха парăнтарма хăнăхнă.
Фермерсем халĕччен усă курман çĕрсене сухаласа акассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Уй-хирти тыр-пул тата çĕр улми кăмăла çĕклет.
Фермерсем çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче вун-вун çын тăрăшать. Ĕçленине кура тупăш илеççĕ.
Элĕк районĕнчи пуçаруллă фермерсен тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантартăр. Çĕр-аннемĕре хисеплесчĕ, пăхасчĕ, тен, çĕрĕн-кунĕн вăй хурсан хамăр туса илнĕ продукцие кăмăл туличчен çисе киленĕпĕр. Вăл сывлăхшăн та паха. Фермерсем малаллах талпăнаççĕ. Тупăшлă ĕçлесе аталанмалли майсене палăртаççĕ.
Источник: "Хыпар"