Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк юрăçсем савăнтарчĕç куракана

01 июня 2011 г.

Элĕк салинче чăваш эстрада юррисен регионсем хушшинчи «Вирьял шевлисем» вун улттăмĕш фестивалĕ иртрĕ.

Ку мероприяти йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Ăна район администрацийĕ ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, çавăн пекех республикăри халăх пултарулăх çурчĕ пулăшнипе йĕркелет.  

Фестиваль 1995 çулта чăваш эстрада юррисен районти смотр-конкурсĕнчен пуçланнă. Вăхăт иртнĕçем вăл регионсем хушшинчи статуса тивĕçет, çапла майпа «Вирьял шевлисем» район тата республика культура пурнăçĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăрать. Фестиваль эстрада пултарулăхĕн чăн-чăн уявĕ пек йĕркеленсе каять. Ку таранччен 2500 яхăн юрă-ташă ăсти хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

Фестивале тĕрлĕ çĕрти пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнаççĕ: хамăр республикăран, Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстан Республикинчен, Мари Элтан.

Черетлĕ фестивале хутшăнакансене, унăн хăнисемпе курма килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев, ЧР халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Виктор Бондарев, Хĕрлĕ Чутай райадминистрацийĕн социаллă аталану секторĕн ертÿçи Александр Самсонов саламларĕç.  

Фестивале хамăр районти, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчи, Шупашкар хулинчи, Ульяновск облаçĕнчи 16-35 çулсенчи пултарулăх ăстисем хутшăнчĕç.

Патăрьелĕнчен килнĕ Андрей Думилин Гран-прие тивĕçрĕ. «Чи лайăх вокалист» номинацире пĕрремĕш степенлĕ Диплома Çĕмĕрле районĕнчи Константин Рязанов çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Канаш районĕнчи Денис Пугач, виççĕмĕш степеньлĕ Диплом лауреачĕ – Хĕрлĕ Чутайри Регина Чишкина.  

«Чи маттур автор-ăстаçă» – Шупашкар хулинчи Вероника Павлова.  

«Эстрада юррисене патриотизм тематики кÿрекенни» номинаци çĕнтерÿçи – Ульяновск облаçĕнчи Анастасия Ахмерова.

Патăрьел районĕнчи Василий Осипов фестивалĕн чи çамрăк хутшăнаканĕ пулса тăчĕ.  

Уяв программине чăваш эстрадин артисчĕсем Светлана Печникова, Алексей Московский, Александр Самсонов тата Эльза Ильинапа Анастасия Михайлова çамрăк юрăçсем вĕçлерĕç. Фестивале хĕмленсе тăракан фейерверк пысăк илем кĕртрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика