Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Театрсен яланах пулмалла!»

20 апреля 2011 г.

– çак девизпа Элĕкри культурăпа кану центрĕнче вырсарни кун Элĕкпе Вăрнар, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш районĕсенчи халăх театрĕсен смотр-конкурсĕ иртрĕ. Сакăр сехете тăсăлнă мероприятире элĕксем А.Эсхелĕн – «Виçĕ туй» пьесин сыпăкĕпе, татмăшсем Ф.Павловăн – «Судра» комедийĕпе, муркашсем В.Синичкинăн – «Кÿршĕсем пек пурăнар» интермедийĕпе, хĕрлĕ Чутайсем В.Петровăн – «Якраç-и, Якраç мар-и;» комедин сыпăкĕпе тата çав районти Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн драма коллективĕ Н.Угаринăн шухăша яракан «Улькка инкен виçĕ кинĕ» инсценировкипе сцена çинче пулма ĕлкĕрчĕç.

Çавăн пекех халăх театрне çÿрекен Элĕкри вăтам шкул çамрăкĕсем вырăсла юмах кăтартрĕç, тылпа ĕç ветеранĕсене халалланă сăвăсем пăхмасăр каларĕç. Тени ялĕнчен килнĕ Тамара Иванова ĕç ветеранĕ те пултарулăхпа палăрчĕ.

Смотр-конкурса Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем вырăнти артистсен пултарулăхне лайăх хак пачĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика