11 января 2019 г.
Сурхури уявне мĕнлерех паллă тăвассине пирĕнтен кашниех хăй суйласа илет паллах. Ахальтен мар вăл аслисене те, пĕчĕккисене те хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнлать, савăк кăмăл парнелет, унпа пĕрлех çынсен чĕринче шанăç хĕлхемне чĕртсе тăратать. Çакă вăл пĕчченлĕхре пулманнине пурте аванах пĕлетпĕр. Уяв саманчĕн киленĕвĕ пысăк та туслă йышра кăна туллин палăрать.
Шăпах çак туйăм хăйĕн ытамне çупăрларĕ те ĕнтĕ январĕн 7-мĕшĕнче «Раштав çăлтăрĕ» ача-пăча фестивальне пухăннисене. Вăл Элĕкри культура çуртĕнче иртрĕ. Тă-ватă çул каялла Элĕкри Туррăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсем йĕркеленĕ пĕрремĕш уяв паянхи кун чăн-чăн фестивале аталанса çитрĕ. Кунта хутшăнакансен йышĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Ку таранччен Элĕк вăтам шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем, Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, салари «Хĕвел» тата «Çăлкуç» ача сачĕсене çÿрекенсем тулли кăмăл-туйăмпа хутшăннă пулсан кăçал вĕсемпе пĕрле сцена çине Мăн Вылăпа Шĕмшешри культура çурчĕсенчи ача-пăча коллективĕсем тухса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Аслăрах çулхисем çумра пулни кĕçĕннисене хăюлăх кĕртет тейĕн. Ара, кăçал вырсарни шкулне çÿрекенсем хушшинче ытларах кĕçĕннисем пулчĕç-çке. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк ушкăн вĕренĕве вĕçлесе шкулпа сывпуллашнипе çыхăннă çакă. Ырă вăрлăх çимĕç паратех, ырă пуçару та хăйне валли çул тупатех. Хальхинче те куракансем кашни номере ăшшăн йышăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей пурне те Туррăн пысăк уявĕпе саламларĕ, килĕшÿре пурăнма сунчĕ, çавăн пекех сцена çине тухнă кашни ачана тав туса дипломсем пачĕ.
Уява пухăннисем çак мероприяти вăхăтĕнче ачасен ал ĕçĕсемпе паллашма пултарчĕç. «Раштав асамлăхĕ» конкурса тăратнă ĕçсенчен хатĕрленĕ курав пуян та хăйне евĕр пулчĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета