22 мая 2018 г.
Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлнă. Майăн 21-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕр тыррисене 1830 гектар (74 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă. «Авангард», «Агросерп», «Колос», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем ку ĕçе мĕнпур лаптăк çинче пурнăçланă.
Нумай çул ÿсекен курăксене пулăх тăварĕпе 130 гектар апатлантарнă. Ку енĕпе ĕçе «Агросерп», «Алмаз», «Согласие» хуçалăхсенче тата С.Андреев, В.Варламов, Ю.Никифоров, Г.Петриков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.
Тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварасси кал-кал пулса пынă. Тĕпрен илсен, çĕртме уйĕсене вăхăтра сÿрелесе хăварнă. Сÿре агрегачĕсем хыççăнах культиваци тăвасси пулса пынă. Акма çĕр пурĕ 5986 гектар хатĕрленĕ. Çурхи тĕш тырă культурисене 5734 гектар (73 %) акнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартнă. Кунта тырă акса пĕтернĕ. Акăннă лаптăк та пуринчен те пысăкрах - 845 гектар.
«Алмаз» общество ĕçченĕсем те ака-сухара хастар пулнă. Кунта çуртрисене 510 гектар (102 %) акнă. Ульянов ячĕллĕ, «Колос», «Серебряные ключи» хуçалăхсенче, А.Григорьев, Ю.Никифоров, С.Андреев, В.Узянов, А.Харитонов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те çуртрисене пысăкрах лаптăк çине акса хăварнă.
Черетре - «иккĕмĕш çăкăр». Çĕр улми вăрлăхне 480 тонна яровизациленĕ. Ăна 184 гектар (45 %) лартнă. Ку ĕçе сакăр хуçалăхра тытăннă. В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми 50 гектар. Ку ĕçе пĕтĕмĕшпех вĕçленĕ. Çĕр улми лартассипе С.Волков, В.Варламов, В.Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Е.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета