20 июня 2017 г.
Çирĕккасси ялĕ пĕчĕк мар, унăн икĕ çухрăма тăсăлакан урамне Выла юхан шывĕ çурмаран пайлать. Ял халăхĕ вара пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр ниепле те пурăнаймасть, çавăнпа та мĕн авалтанпах асăннă юхан шыв урлă йывăç кĕпер пулнă, каярахпа çакăнса тăракан трос кĕпер те хывнă.
Пурнăç малалла аталанса пынă енчи тÿремре вара пуçламăш шкулпа клуб тата колхозăн техника паркĕпе сÿс-кантăр завочĕ ĕçлеме тытăннă.
Унтанпа çул хыççăн çул хыçа юлчĕ. Чылай улшăнусем пулса иртрĕç ял пурнăçĕнче - лайăххи те, япăххи те куç умĕнчех. Тури Выла ялĕ çумĕнчи пысăк вăрмантан юхса анакан таса шыв çеç пĕр чарăнмасăр Етĕрне хули еннелле юхать, унта Сăр юхан шывĕпе пĕрлешсе Атăла тулать. Ял варринчи йывăç кĕперĕн шăпи вара 1992 çулта вĕçленчĕ темелле, ун вырăнне тимĕр-бетонран çĕнĕ кĕпер тума тытăнчĕç. Çак ĕç 2000 çулта вĕçленчĕ те тепĕр çулхи кĕркунне Шупашкар - Элĕк - Хĕрлĕ Чутай (Çирĕккасси ялĕ) маршрутпа автобуссем çÿреме тытăнчĕç. Унччен маларах асăннă ял витĕр асфальт çул туса пĕтерчĕç те кÿршĕллĕ районпа çыхăнтарчĕç. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: çитмĕлмĕш çулсенче, сылтăм çыран хĕрринчех, кĕлет пек пĕчĕк йывăç çуртра магазин уçнăччĕ, унта Чурпай ялĕнчен качча килнĕ Тамара Лаврентьева (Токарева) ĕçлетчĕ. Каярахпа вăл çурта хупрĕç те магазин çуртне Мăн Вылăна тухса каякан урамăн вĕçĕнче туса лартрĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл йывăç çурт та вырăнтан çухалчĕ. Çĕнĕ кĕпер хута кайнă хыççăнах, юханшыв хĕрринче ларакан сÿс-кантăр завочĕн культура çурчĕпе юнашар, райпон кирпĕчрен купаланă çĕнĕ магазин çурчĕ çĕкленчĕ. Юлашки тапхăрта, 19-мĕш çул ĕнтĕ, магазинти ĕç-хĕле Валентина Степанова заведующи йĕркелесе пырать. Унпа юнашарах - йăмăкĕ Алена Федорова. Вăл та суту-илÿре çичĕ çултан кая мар тăрăшать. Хĕр чухнехи хушамачĕ - Русскова. Иккĕшĕ те кÿршĕри Яманкассинче çуралса ÿснĕ. Икĕ çул каялла ялти магазинта çак ялтах çут тĕнчене килнĕ Лариса Алвандян (Андреева) та ĕçлеме пуçланă.
Хитре те маттур хĕрарăмсем çамрăк-ха, 40-45-ре кăна. Пурте асăннă ялта çемьелленнĕ, виç-тăват ача ÿстереççĕ, çавăнпа пĕрлех хăйсем суйланă ĕçре ÿсĕмсем тăваççĕ, ял çыннисен пур енлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме майсем шыраççĕ. Райпо правленийĕ сутуçăсене шанать, кулленхи ĕçре хавхалантарса пырать. Хастарлăхпа пултарулăх енĕсене тĕпе хурса вĕсене кÿршĕри Мăн Ямаш магазинĕнче те сутă тума ирĕк пачĕç. Çапла майпа иртнĕ уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа, график тăрăх, пĕрин хыççăн тепри юнашар яла та çÿреççĕ.
Геннадий САВЕЛЬЕВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета