22 ноября 2016 г.
Уроксем вĕçленчĕç те, 11-мĕш класра ăс пухакан хĕр киле мар, спортзала васкарĕ. Çитес ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленмелле-çке. Епле-ха унсăрăн. Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем яланах спортра малтисен ретĕнче пулнă. Çак ырă йăлана халĕ те çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăракан çамрăксем сахал мар шкулта. Хастар хĕрсемпе каччăсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, шанчăклă юлташсем те вĕсем.
Арина Васильева кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. Çитĕнÿсем туни уншăн пурнăçри тĕллев пулса тăнă. Аринăшăн волейбол, баскетбол вăййисем чуна çывăх. Вăл спортăн çак енĕсемпе шкулти тата районти ăмăртусенче пĕр хутчен кăна палăрман. Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурать вăл, «Сывлăх - пирĕн пуянлăх» девизпа пурăнма тăрăшать. Унсăр шкулти хĕрсен баскетбол тата волейбол командисен вăййине курма та май çук. Темиçе хутчен те шкул чысне çак енсемпе хÿтĕленĕ вăл. Команда яланах малти вырăнсене йышăннине палăртмалла. Кунта Аринăн тÿпи пысăк. Вăл командăсен капитанĕ-çке.
Вĕрентекенсем те унăн пĕлĕвне «5» тата «4» паллăсемпе çеç хаклаççĕ. Хĕр шкулти, районти предмет олимпиадисенче, тĕрлĕ конкурсра палăрать. Пур енлĕн аталанса пыракан хĕр юрра-ташша та ăста. Вăл «Раççейĕн çамрăк сасăсем» Пĕтĕм тĕнчери эстрада юррисен конкурсĕнче те палăрнă. «Раççей, эпĕ сана юрататăп» патриотла юрăсен районти фестиваль-конкурсĕнче те çĕнтерÿçĕсен йышне лекме пултарни çамрăка хавхалантарса тăрать. Çакăн йышши конкурссем ăна тавракурăма анлăлатма, çĕнĕ тус-юлташ тупма тата вĕренÿре пулăшнине те пытармасть вун пĕрмĕш класс хĕрĕ.
Акă нумаях пулмасть Арина тепĕр конкурсра та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ачасемпе пултарулăх центрĕ район шайĕнче ирттернĕ «Раççей - манăн çĕршыв» пултарулăх конкурсĕнче Арина Васильева «Халăх пĕрлĕхĕпе кăна патшалăх пĕрлĕхре» номинацире çĕнтерчĕ. Ăна пулăшса пыраканĕ - вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Октябрина Афанасьева. Аринăн ĕçне республика шайĕнче иртекен конкурса тăрат-нă. Республикăри 16 районпа 5 хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан хĕрсемпе каччăсен 155 ĕçне пăхса тухма тивнĕ сумлă жюрин. Апла пулин те çÿлерех асăннă номинацире Арина пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.
Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Арина Васильева психолог профессине алла илме ĕмĕтленет. Анлă тавракурăмлă хĕр кашни предмета юратса вĕренет.
Вера МОРОЗОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета