Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Вылăри вĕренекенсем - çĕнтерÿçĕсем

11 ноября 2016 г.

Иртнĕ кунсенче «Хĕлхем» спорт шкулĕнче вĕренекенсен спартакиади шутĕнче сĕтелçи теннисĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта районти 12 шкулти вĕренекенсен ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Очкосем пухса арçын ачасемпе танах хĕрачасем те лидер пулассишĕн тупăшрĕç. Пĕр-пĕринпе 11 турта ăмăртмалла вылярĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Тавăтри Сергей Лаврентьев çĕнсе илчĕ. Вăл 21 очко пухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Мăн Вылăри Андрей Карпов (20 очко) пулчĕ. Ураскилтри Александр Ефремов (19 очко) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Хĕрачасем те маттур вылярĕç. Мăн Вылăри Оксана Максимова (22 очко) - пĕрремĕш вырăнта, Йăлкăшри Ангелина Федорова 20 очко илсе иккĕмĕш вырăнта, Питĕшкассинчи Диана Иванова (18 очко) виççĕмĕш пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле командăсен зачетĕнче вара Мăн Вылăри вăтам шкул çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Питĕшкасси шкулĕн, виççĕмĕш вырăна Тавăтри вăтам шкул командисем çĕнсе илчĕç.

А.ВОНИФАТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика