20 сентября 2016 г.
Кăçалхи 8 уйăхра районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 1648,4 тонна аш-какай, 17621,85 тонна сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 258,8 тонна аш-какай янтăланă, сĕт - 2772,3 тонна. Кашни ĕнерен вăтамран 4598 кг сĕт суса илнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 9936 пуçпа танлашнă. Вĕсенчен ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2087 пуç. Сыснасен шучĕ - 1892, 462-шĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче. Сурăхсемпе качакасен йышĕ 9890 пуçпа танлашнă. Вăл шутран 54 пуçĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿсĕмĕ - 674 грамм, сыснасен - 295 грамм.
Пăрусен йышĕ 568 пуçпа, сыснасен 546 пуçпа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес енĕпе «Новый путь», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета