26 августа 2016 г.
Районти хуçалăхсем, тĕпрен илсен, кĕр акинче кăçалхи çĕнĕ тырă вăрлăхне акса хăвараççĕ. Çав тĕллевпе пурĕ 6854 центнер, çав шутран кĕрхи тулă 6081 центнер, ыраш 773 центнер тĕрĕслеттерчĕç. Акмалли тырă таса, шăтаслăхĕ лайăх пулни курăнчĕ.
Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», «Акро», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, А.Григорьев, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлерĕç.
Çурхи тĕш тырă культурисен вăрлăхне тĕрĕслеттерессипе ĕçсем анлă сарăлчĕç.
Н.ПРОХОРОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета